Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ЮРАТНĂ ĔÇ - ТЕЛЕЙ

ЭХ, ку çамрăклăх! Ытла та хăвăрт иртет-çке, ăна чаршав карса та чарма çук... Ольга Владимировна Антонова Васанти вăтам шкулта ĕçлеме тытăннăранпа чĕрĕк ĕмĕр ытла иртсе кайрĕ. Çак кунсенче пирĕн хаклă вĕрентекенĕмĕр 50 çул тултарчĕ. Çур ĕмĕр пурнăçри чи паллă юбилей шутланать. Кунта вара аса илмелли те, тишкермелли те пайтах. Ольга Владимировна Минеева 1956 çулта Владимир облаçĕнчи Покров хулинче учительсен çемйинче çуралнă. Оля та ашшĕ-амăшĕ пекех учитель пулма ĕмĕтленнĕ. Шкулта питĕ тăрăшса вĕреннĕ, обществăлла ĕçсене те яланах хастар хутшăннă. Уйрăмах хăйĕн тăван чĕлхине чунтан юратаканскер, вырăс чĕлхи тата литератури урокĕсене кăмăлланă. Вăтам шкула лайăх паллăсемпе пĕтерсен, Владимир облаçĕнчи Лебедев-Полянский ячĕллĕ педагогика институчĕн вырăс чĕлхипе литератури уйрăмне вĕренме кĕнĕ. 5 çул сисмесĕрех иртсе кайнă. Алла учитель дипломне илнĕ яшсемпе хĕрсем сыв паллашу каçĕнче чунтан савăннă, юрланă, ташланă. Çак ушкăнти 7 учителе Чăваш Республикине ĕçлеме кайма направлени панă. Вĕсен хушшинче Ольга Владимировна та пулнă. Шăмăршă районĕнчи Васанти вăтам шкула икĕ вырăс хĕрĕ килнĕ: пĕри _ Н.С.Бахлунова, тепри _ О.В.Минеева. Шăмăршăран Васана пынă чухне Ольга Владимировна Кивĕ Шăмăршă каччипе, Николай Антоновпа паллашнă, пĕр-пĕрне чунтан юратса пăрахнă. Николай шкул автобусĕпе ĕçленĕ. Çамрăк учительсене туслă коллектив ăшшăн кĕтсе илнĕ. Шкул директорĕ вĕсене общежитие пурăнма вырнаçтарнă. Вăл вăхăтра пурнăç çăмăлах пулман. Каланккине те хăйсемех вутăпа хутнă. Анчах мĕн чухлĕ хутсан та ăшах пулман. Хула хĕрĕсене ял пурнăçне хăнăхма та йывăртарах ĕнтĕ. Апла пулин те çамрăксем пуçĕсене усман, йывăрлăхсенчен хăраман. Ольга Владимировна вĕренекенсемпе çăмăллăнах пĕр чĕлхе тупнă, вĕсене хавхалантарма та пĕлнĕ. Кашни урока тĕплĕн хатĕрленнĕ, ачасене кăсăклантарас тесе чунтан тăрăшнă. Йăрăс пỹллĕ, кăвак куçлă хитре учительницăна ачасем питĕ килĕштернĕ, кашни урока чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Пĕр çул ĕçлесен, Ольга Владимировна хăйĕн юратнă каччипе Николай Николаевич Антоновпа пĕр çемье çавăрнă. Малтанласа вĕсем шкул хваттерĕнче пурăннă. Çут тĕнчене ывăл килсен вара питĕ савăннă. Тĕп çуртран уйрăлса тухса çурт-йĕр çавăрнă. Çапла хула хĕрĕ ĕмĕрлĕхех Шăмăршă тăрăхĕнче тĕпленнĕ. Ольга Владимировна нихăçан та хăйне мăнна хумасть. "Эпĕ - вырăс", - тесе каппайланмасть, çине тăрсах чăвашла калаçма вĕренсе çитрĕ. Темиçе чĕлхе пĕлни вара виçĕ ялтан çỹрекен тĕрлĕ наци ачисене вĕрентме пулăшать. Ольга Владимировна уроксем ирттернĕ чухне ачасене туслăха хаклама хăнăхтарать, вĕсене вырăс чĕлхипе литературин асамлă тĕнчине илсе кĕрет. Эпĕ хам та Ольга Владимировнăпа пĕрле 29 çул ĕçлерĕм. Иксĕмĕр те чĕлхеçĕ пулнă май, пирĕн яланах пĕрле ĕçлеме тиветчĕ. Класпа ĕçлемелле-и, литература урокĕ е уçă урок ирттермелле-и _ яланах пĕр-пĕринпе канашлаттăмăр, кирлĕ сĕнỹсем параттăмăр. Çапла килĕштерсе вăй хуни пире ĕçре нумай пулăшатчĕ. Ольга Владимировна хăйĕн пĕлĕвне ỹстерсех пырать. Хăй тĕллĕн нумай вĕренет, илемлĕ литература та чылай вулать. Учительсен пĕлĕвне ỹстерекен институтра иртекен ятарлă курссенче те тăтăшах пулать. Пĕрремĕш категориллĕ учитель виççĕмĕш аттестацие хутшăнчĕ ĕнтĕ. Анлă тавракурăмлă учителе районти вырăс чĕлхи учителĕсем те юратаççĕ. Ăна хисеплесе РМО ертỹçине суйлаççĕ. Ольга Владимировна темиçе çул хушши çак яваплă ĕçе чыслăн пурнăçласа пырать. Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ уçă уроксем те тешах ирттерет. Интереслĕ уроксем ирттерни пур учителе те килĕшет. Ачасен хăйсем тĕллĕн нумайрах ĕçлеччĕр тесе, тĕрлĕрен таблицăсем те хăех туса хатĕрлет. Ольга Владимировна уйрăмах литература урокĕсене ăнăçлă ирттернине палăртмалла. Хайлаври пулăмсене ачасем хăйсем тĕллĕн тишкерме пулăшакан ыйтусем парать. Вăл вĕрентекен ачасем чăн-чăн вырăс ачисем пек таса калаçма пĕлни вара чуна савăнтарать. Самана уттинчен те пĕрре те юласшăн мар вăл. Компьютер технологийĕн никĕсне алла илчĕ, унпа ăнăçлă усă курса уроксене çĕнĕлĕхсем кĕртет. Унран çамрăк учительсем тĕслĕх илеççĕ, çĕнĕлле ĕçлеме вĕренсе пыраççĕ. Районта ирттерекен олимпиадăсенче те Ольга Владимировнан вĕренекенсем яланах малти вырăнсене йышăнаççĕ. Ольга Владимировна шкулти чи лайăх класс ертỹçисенчен пĕри. Сăпайлă, ырă кăмăллă учителе ачасем чунтан юратаççĕ, сума сăваççĕ. 29 çул хушшинче 4 выпсук кăларма ĕлкĕрчĕ ĕнтĕ. Кам кăна çук-ши вĕсен хушшинче! Учитель те, агроном та, врачĕ те, бухгалтер тата ыттисем те. Хăйĕн пархатарлă ĕçĕпе Ольга Владимировна чăннипех халăха савăнтарать. Ăна ачасен ашшĕ-амăшĕсем те, ĕçтешĕсем те юратаççĕ, хисеплеççĕ. Вăл çемьери тивĕçе те чыслăн пурнăçланă. Юратнă мăшăрĕпе, Николай Николаевичпа, икĕ ывăл пăхса çитĕнтернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Килти хуçалăхне те лайăх тытса пыраççĕ, выльăх-чĕрлĕх усрама та вăхăт тупаççĕ. Сад пахчи лартса çитĕнтереççĕ. Тĕрлĕ сортлă улма йывăççисем таврана илем кỹреççĕ. 50 çул тултарнине паллă туса, Антоновсен çемйинче пысăк уяв пулчĕ. Кунта Ольга Владимировнана чыслама районти халăха вĕрентес ĕç пайĕнчен те, шкулсенчи вырăс чĕлхи учителĕсем те, пĕрле ĕçлекенсем те, çывăх тăванĕсем те, хăй вĕрентсе кăларнă выпускниксем те пухăнчĕç. Вĕсем пурте Ольга Владимировнăна ырлăх-сывлăх, иксĕлми телей, юрату пехиллерĕç, нумай-нумай пурăнма ырă чунчĕç.



"Шăмăршă хыпарĕ"
24 мая 2006
00:00
Поделиться