Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Шкула чаплă парне

Кашни çыншăн çак сăмахсем асамлă туйăнаççĕ. Шкулта пирĕн ачалăх иртет, çакăнтах эпир ăс пухатпăр, юлташсем тупатпăр, пурнăç çулĕ çине тăма хатĕрленетпĕр... Хамăра вĕрентнĕ учительсене, вĕсен кашни урокнех ырăпа çеç аса илетпĕр. Çак кунсенче Пăчăрлă Пашьелĕнчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкула çак шкултан вĕренсе тухнă Лев Николаевич Чашкин хăнана килчĕ. Вăл пушă алăпа килмен: тăван шкулта вĕренекен ачасем валли икĕ компьютер парнелерĕ. Мĕн тери хаклă парне пулчĕ çакă ачасемшĕн те, вĕрентекенсемшĕн те! Эпир, шкулта вĕренекенсем, вĕрентекенсем, шкулти ытти ĕçченсем Лев Николаевича хаçат урлă чĕререн тав тăватпăр, вăрăм ĕмĕр сунатпăр. Ан чирлĕр, яланах сывă та илемлĕ пулăр, ĕçĕрсем ăнса пыччăр. Эпир сире, хаклă хăна вырăнне хурса, хамăр шкулта яланах хапăл туса кĕтсе тăратпăр. Тавах сире, Лев Николаевич! Н.ЕРМОЛАЕВА, директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ. Журналист сăмахĕ Кашни ялта Акатуй кĕрлетĕр МАТТУР çын çав Васан ял поселенийĕн пуçлăхĕ Станислав Ястребов: виçĕ ял халăхĕ ĕçлеме кăна мар, усăллă канма та пултартăр тесе тăрăшать, спорт ĕçне аталантарассишĕн те пысăк вăй хурать. Акă, çамрăксене явăçтарса, ниме мелĕпе Кивĕ Шăмăршăра таврара çук чаплă стадион турĕç, унта район пуçлăхĕ В.П.Фадеев та пулса курчĕ. С.В.Ястребов хăй пекех харсăр çынпа _ Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе Г.Н.Ларшниковпа пĕрле паян Кивĕ Шăмăршăра Акатуй ирттерес ыйтупа "хĕмленет". Акатуй çитес шăмат кун, майăн 27-мĕшĕнче пулмалла, уяв программи хатĕр ĕнтĕ. Çур аки паттăрĕсене чысласси те, юрă-ташăпа спорт ăмăртăвĕсем те пулĕç унта, суту-илỹ ярмăркки те ĕçлĕ. Кивĕ Шăмăршă ялĕ таври ялсене хăнана йыхравлать. "Культурăпа массăллă ĕçре ялсенче "Акатуй" уявĕсене _ Ялсен кунĕсене ирттерессине тепĕр хут йăлана кĕртсе ямалла, - тенĕ Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырура. _ Ку уявсем çынсене пĕрлештермелле, историе кĕрсе юлнă йăла-йĕркесене аталантармалла, çамрăксене патриотизм туйăмĕ çинче воспитани памалла. Çакăн пек уявсем активлă йĕркелесси _ вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен тỹрĕ тивĕçĕ". Ăс-хакăлпа çутлăх çулталăкне халалласа, районти ытти ялсенче те Акатуйсем ирттерме палăртнă. Редакцие кун пирки Пăчăрлă Пашьел, Кивĕ Чукал, Карапай Шăмăршă, Анат Чаткас ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем пĕлтерчĕç, ял уявне тĕплĕн ха-тĕрленсе кĕтсе илме шантарчĕç. Çав вăхăтрах Палтиел ял поселенийĕн ертỹçисем Акатуй ирттересси çинчен шутламаççĕ те иккен, "Мир" тата "Искра" хуçалăхсен пуçлăхĕсемпе те калаçса пăхман. Ман шутпа, З.Х.Афиятуллов та, М.Х.Хамдеев та Акатуй ирттерессине хирĕç пулас çук, укçа-тенкĕ енчен те пулăшма пултарĕç. Район пуçлăхĕн йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн, Шăмăршă Акатуйĕ июнĕн 3-мĕшĕнче, шăмат кун иртмелле. Хальхи вăхăтра культурăпа спортшăн яваплă çынсем Акатуя хатĕрленес ыйтупа чупаççĕ, уява ытти çулхисенчен интереслĕрех ирттересчĕ, теççĕ. Лаша спорчĕн ăмăртăвĕсем те чаплă иртмелле. Шăмăршăпа Патăрьел районĕсен тата Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ командин рысакĕсен, хресчен лашисен ăмăртăвĕсем пуриншĕн те интереслĕ пулĕç. "Акатуй-2006 чемпионĕ" ята хăш урхамахпа спортсмен тивĕç пулĕç-ши? Хуть те мĕнле Акатуя та юрă-ташă ăстисем илем кỹреççĕ. Концерт программинче чăн-чăн талантсене курас килет. Ял поселенийĕсен ертỹçисен талантсене пĕрчĕн-пĕрчĕн шырамалла, халăх фольклорĕн "арчинче" мерченпе ахах тупма тăрăшмалла. Ялсенчи Акатуйсем вăрçăшу-харкашусăр иртчĕр тесен милици работникĕсен те тимлĕ пулмалла, йĕрке хуралне дружинниксене те явăçтармалла. Вăрман хĕрринче иртекен уявсем вăхăтĕнче вут-кăварпа асăрхануллă пуласси çинчен те манас марччĕ. Акатуй _ хресчен уявĕ, чаплă ирттĕр вăл ялсенче.



"Шăмăршă хыпарĕ"
24 мая 2006
00:00
Поделиться