Лидя кинĕн тăватă кинĕ.
Пуянкасси ял поселенине кĕрекен Кахăрлă Шăхаль ялĕн аслă урамĕпе малти кассалла утсан, кермен пек пысăк та илемлĕ çурт аякранах курăнса ларать. Ку _ Макаровсен çурчĕ. Шăпах çак кил-çуртра пурăнаççĕ ĕнтĕ ялта хисеплекен Макаровсем. Чи ватти _ Кĕтерне аппа _ пурнăçăн хура-шурне сахал мар курнă, тăхăр теçеткерен те иртнĕ. Унăн кинĕ Лидя аппа та тивĕçлĕ канăва тухни пайтах ĕнтĕ. Вăл мăшăрĕпе Толя тетепе килĕштерсе икĕ хĕрпе тăватă ывăл çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ачисем пурте çемьеллĕ. Ватăсене мăнукĕсем те савăнтарсах тăраççĕ. Хальхинче вара Лидя аппан маттур та ĕçчен тăватă кинĕ çинчен сăмах пуçарас килет. Сăнĕсемпе илемлĕ, кăмăлĕсемпе ырă Валерийĕн _ Надежда (Патăрьел районĕнчен), Генăн _ Антонина (Патăрьел районĕнчен), Виталийĕн _ Наталья (Кахăрлă Шăхаль ялĕнченех), Олегăн _ Наталья (Комсомольски районĕнчен) мăшăрĕсем. Вĕсем ĕç тунă чухне утса мар, чупса çỹресе ĕçлеççĕ. Надьăпа Валерий тăван ялта пурăнманран вĕсене час-часах кураймастăн. Анчах Тоня тата икĕ Наташа нихăçан та хирĕç пулнă çынпа сăмах чĕнмесĕр иртмеçĕ, ватăпа ватăлла ачапа ачалла калаçаççĕ. Кỹршĕ-арша пулăшма та хаваспах тухаççĕ вĕсем. Макаровсем фермер хуçалăхĕ тытса тăнăран, пушă вăхăт çукпа пĕрех вĕсен. Çĕр улми вăрлăхне те хатĕрлемелле, чĕкĕнтĕрне, пахча-çимĕçне те акмалла. Лавккара та вăй хураççĕ арăмĕсем. Пур çĕре те çитеççĕ, пур ĕçе те вăхăтра тăваççĕ пĕртăван Макаровсемпе кинĕсем, хĕрĕсемпе кĕрỹшĕсем. Паллах, Лидя аппапа Толя тете те пĕр ĕçрен те юлмаççĕ. Тĕрĕсех каласан, ывăлĕсемпе кĕрỹшĕсене _ ашшĕ, кинĕсемпе хĕрĕсене амăшĕ вĕрентсе, ăс парса пыраççĕ. Ял-йышран нихăçан та усал сăмах илтеймĕн Макаровсен çемйисем пирки. Ывăлĕсем _ Валерий, Гена, Виталий мăшăрĕсемпе хăйсем çурт-йĕр çавăрса ашшĕ-амăшĕсенчен уйрăм пурăнаççĕ, анчах ĕçе вара яланах пĕрле пурнăçлаççĕ, Олег Наташăпа тĕпре юлнă. Вĕсем Макаровсен династине малалла тăсаççĕ, хăйсен ачисене те пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарма тăрăшаççĕ. Ĕçкĕпе иртĕхмеççĕ вĕсем, спортпа туслă пурăнаççĕ. Астăватăр пулĕ-ха, кăçал район пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн иртнĕ йĕлтĕр ăмăртăвĕсенче Макаровсен туслă команди иккĕмĕш вырăна çĕнсе илнине. Ăмăртăва хутшăнма вара ывăлĕсене мунча кĕнĕ чухне ашшĕ хистесех каланă-мĕн. Енчен те вĕсем килĕшмесен урăх çынсене йĕлтĕрпе чупма ярассипе хăратнă имĕш. (Ара, Толя тете хăй те йĕлтĕр спортне питĕ кăмăллать-çке). Паллах, ашшĕ шỹтленĕ çеç пулĕ ĕнтĕ. Анчах кашни шỹтре чăнлăх пурри те паллă. Ăмăртура икĕ Наташа кинĕ мĕнлерех хăвăртлăхпа дистанцие вĕçлерĕç. Вĕсем чупнине куç илмесĕр пурте сăнарĕç вĕт. Макаровсен çемйисенче килĕшỹпе тăнăçлăх хуçаланать. Ашшĕ-амăшне хисеплесси те вĕсен паллă вырăн йышăнать. Ял-йышшăн та вĕсем ырă тĕслĕх вырăнĕнче. Хĕрарăмĕсем вара чыспа хисепе тивĕçлĕ.