Ан кĕтĕр наркотик кил-çурта.
Наркомани чирне çынсем авалтанпах пĕлеççĕ. Анчах та юлашки 10-20 çул хушшинче вăл пĕтĕм тĕнчипех анлăн сарăлса кайнă. Чир пирĕн çĕршывра, çав шутра республикăра та вăй илсех пырать. Наркомани _ хăрушă чир. Вăл çыннăн психикине тĕпрен аркатать, организма сисĕмлех хавшатать. Чирĕн пĕр финал _ вилĕм. Сиенлĕ йăлапа ытларах çамрăксем туслашаççĕ. Паллах, наркотиксем çул çитмен çамрăксене те илĕртме пултараççĕ. Ача çак чир серепине çакланнине ашшĕ-амăшĕсен вăхăтра сисмелле. Вăл наркотиксемпе усă курнине çак паллăсенчен пĕлме пулать: - ача çемьере ыттисемпе хутшăнса калаçассинчен пăрăнса çỹрет, магнитофона хыттăн кĕрлеттернĕ май, сехечĕ-сехечĕпе диван çинче выртать, хăйĕн "тĕнчине" куçса, куç сиктерми тенĕ пек маччаналла тинкерет; - пĕр сăлтавсăрах аслисемпе хирĕçме пăхать, хăйпе хăй тарăхса çỹрет; - каçхи апатра сĕнксе ларать е çывăрса каять; - унăн шăлаварĕ çинче сигарет çунтарса илнĕ шăтăксем палăраççĕ, алли çинче укол йĕпписен йĕрĕсем курăнаççĕ; - куç шăрçи тĕссĕрленсе пĕрĕнет, пỹлĕмре çутă çитменни е вăл ытлашши пулни ачана пăшăрхантармасть; - ача таврашĕнче палламан çамрăксем явăнаççĕ, вăл кунĕпех çапкаланса çỹрет; - час-часах укçа ыйтать, ăна парсанах таçта тухса шăвăнать. Çаксем пурте _ чир паллисем. Кун пек чухне ачана тỹрех врач-нарколог патне илсе килмелле, тĕрĕслеттермелле. Врач ăна сиплес тĕлĕшпе çийĕнчех кирлĕ мерăсем йышăнать. Вăхăта тăсса пыни _ вырăнсăр. Чир вăраха кайсан, ăна сиплеме чылай йывăртарах. Чир пирки ыттисем пĕлесрен-сисесрен пăшăрханма кирлĕ мар. Консультацисем те, сиплев ĕçĕсем те вăрттăнлăхра юлаççĕ. Ку вăл _ врачăн таса тивĕçĕ.