Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Выльăх туянаççĕ, витесене юсаççĕ

 

Выльăх усратăн _ тупăшлă пулатăн. Ку чăннипех те çапла. Акă, "Исток" ОООра та маларах пушанса юлнă витесене çĕнĕрен тултарма тăрăшаççĕ. Юлашки вăхăтра кăна кунта Чулхула облаçĕнчен 75 пуç ăратлă пушмак пăру туяннă. Хуçалăхра вĕсен йышне кăçал 200 пуç ытлараха çитересшĕн. "Истокра" фермăсене хĕл валли юсама та тытăннă, ку тĕлĕшпе ятарлă бригада йĕркеленĕ. Халĕ платниксем Васанта ĕçлеççĕ. Сăмах май, Хайпăлари лаша витине те тĕпрен юсанă, йĕри-тавра çирĕп карта тытса çавăрнă. Йывăр туртакан Владимир-ский ăратлă тăхăр, Першорон ăратлă пĕр кĕсре кунта хăйсен çĕнĕ "адресне" тупнă. Çавăн пекех, хуçалăх йывăр туртакан ăратлă ултă тиха туянма та май тупнă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
13 мая 2006
00:00
Поделиться