Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"Пĕр-пĕрне чĕререн юратсан, пурăнас та, ĕçлес те килет..."

 

Районта "Атте, анне тата эпĕ _ спорт çемйи" спортпа сывлăх ăмăртăвĕ пулса иртни çинчен хаçатра çырнăччĕ ĕнтĕ. Унта Пăчăрлă Пашьелĕнчи Можаевсен туслă çемйи те хутшăннă. Çемье пуçĕ _ Сергей _ милиционер, милици капитанĕ. Унăн мăшăрĕ _ Эльвира _ ялти шкулта ĕçлет. Аня ятлă хĕр пĕрчи те аш-шĕпе амăшĕ пекех маттур: сăвă калама та, юрлама-ташлама та ăста, хытă чупма та пултарать.

"Пĕр-пĕрне чĕререн юратсан, пурăнас та, ĕçлес те килет", - тенĕччĕ пĕр сăвăç. Можаевсем пирки каланăнах туйăнать çак сăмахсене. Ỹкерчĕк çинче: Пăчăрлă Пашьелĕнчи Можаевсен çемйи.



"Шăмăршă хыпарĕ"
13 мая 2006
00:00
Поделиться