Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Кĕтỹ тухрĕ çарана

 

Хĕл каçа ешĕл курăкшăн тунсăхланă выльăх-чĕрлĕхшĕн тинех чăн-чăн савăнăç çитрĕ темелле: пур хуçалăхсенче те тенĕ пекех выльăхсене кĕтĕве кăларнă. Çуллахи лагерьсем те темиçе пулаççĕ: вĕсене, ĕнесемпе пăрусемпе пĕрлех, сыснасене те кăлараççĕ. Выльăхсем кĕтĕве тухнă май, малашне продуктивлăх ỹсес шанăç пур, ĕнесем те ытларах сĕт антарĕç. Хуçалăхсенче кĕтỹçĕ-скотниксем пулма кăçал та шанчăклă, маларах çак ĕçре опыт пухнă çынсене суйласа илнĕ, ăнсăртран чирлесе ỹкнĕ, суранланнă е кỹпĕннĕ выльăхсене малтанхи пулăшу парас тĕлĕшпе ятарлă инструктаж ирттернĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
13 мая 2006
00:00
Поделиться