Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Аслă Çĕнтерỹ 61 çул тултарнине халалласа – чупу

Шăмăршă районĕнчи спортсменсем Пĕтĕм тĕнчери "Туслăх чупăвĕ - 2006" факел эстафетине хастар хутшăннă. Çак эстафетăра Карапай Шăмăршă, Васан, Виçпỹрт Шăмăршă шкулĕсен чи çамрăк спортсменĕсем чупнă, вĕсене кросс енĕпе тĕнче чемпионĕ, СССР спорт мастерĕ Николай Чамеев ертсе пынă. "Туслăх чупăвĕ - 2006" эстафета апрелĕн 30-мĕшĕнче Мускаври Паллă мар салтак вил тăпри умĕнче старт илнĕ. Унта хутшăннисем çунакан факела - туслăхпа ырă кăмăл символне - алăран алла панă. Спортсменсем çанталăк мĕнле пулнине пăхмасăр, çĕршер çухрăм чупса тухнă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
13 мая 2006
00:00
Поделиться