Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"Андреевсен ывăлĕсем", - теççĕ те, чун хĕпĕртет"

 

КУН пек тĕслĕх пуррине эпĕ районта халиччен те илтмен: çĕршыври чи чаплă вĕрензаведенийĕнче _ Мускаври М.В.Ломоносов ячĕллĕ университетра _ пĕр çемьерен виççĕн пĕлилеççĕ! Вĕсем _ Çĕнĕ Чукал ялĕнчи Иван Федоровичпа Галина Витальевна Ильичевсен ывăлĕсем. Тĕрĕссипе, Андрейпа Виталий çак университетран вĕренсе тухнă та ĕнтĕ, асли аспирантура пĕтерме те ĕлкĕрнĕ. Иккĕшĕ те _ физиксем, Мускаври кăткăс техника кăларакан пĕр фирмăра инженерта тăрăшаççĕ. Наука ĕçĕпе те интересленеççĕ. Виççĕмĕш ывăлĕ _ Федор _ çỹлте асăннă университетăн физика факультетĕнче виççĕмĕш курсра пĕлỹ илет. Тетĕшĕсем пекех пултаруллă вăл, хушма стипенди илсе тăрать. _ Ачасем пĕр-пĕрне пулăшаççĕ, унсăрăн Мускавра вĕрентме вăй-хал та çитес çук, - тет Иван Федорович, ĕмĕрĕ тăршшĕпех ял хуçалăхĕнче ĕçлекенскер.

 _ Университетра вĕреннĕ хушăрах ĕçе те вырнаçрĕç, укçа хакне пĕлсе çитĕнчĕç. Чăнах та, ялта тем чул ĕçлесе илейместĕн, тата колхоз та саланнă. Иван Федоровичпа Галина Витальевна Ильичевсем килти хушма хуçалăха аталантарассишĕн тăрăшаççĕ, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетеççĕ. Канăçсăр çынсем хăйсен ачисене те ĕçе юратма, пурнăç çулĕпе çирĕппĕн утма хăнăхтараççĕ. Ильичевсен хĕрĕ _ Перасковья та тетĕшĕсенчен ырă тĕслĕх илет. Хальхи вăхăтра вăл Шупашкарта, наци лицейĕн 10 класĕнче ăс пухать. Вĕренỹ отличници. Перасковьян çутă ĕмĕчĕ _ М.В.Ломоносов ячĕллĕ Мускав университетне вĕренме кĕресси. Кĕçĕнни _ Миша _ ялти шкулăн 6-мĕш класне çỹрет. Вăл та "4" тата "5" паллăсемпе ĕлкерсе пырать, кăткăс наукăсене кăмăллать.

 Ильичевсен çуртĕнчи чи пысăк пуянлăх _ кĕнекесем. Çемйипех вулама юратаççĕ, библиотекăсене кайсан пĕрер сумка кĕнеке илсе килеççĕ.

 _ Аслисем чи пирвайхи ĕç укçипе наука литератури туянни çинчен çырса пĕлтерчĕç, - хавхаланса каласа парать Иван Федорович. _ Кĕнекерен кирлĕреххи вĕсемшĕн урăх çук та пулмалла. Вулаччĕр, наукăн йывăр та тумхахлă çулĕпе малалла утчĕр. Эпир _ амăшĕпе иксĕмĕр _ савăнатпăр кăна.

 "Андреевсен ачисем", - теççĕ те, чун савăнать! Иван Федорович ывăлĕсене физикăна юратма вĕрентнĕшĕн Чукал шкулĕн учительницине В.Н.Сарандаевана чĕререн тав тăвать. Шăпах ун пек учительсене ĕнтĕ Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров "ăс-хакăлпа культурăна аталантаракансем" тесе хакларĕ. Шанас килет: Андреевсен ачисенчен хăшĕ те пулин пысăк ученăй та пулма пултарĕ, ытти ĕçре ĕçлесен те таланчĕпе çĕршыва усă кỹрĕ. Туслă çемьере, ĕçчен ашшĕпе амăшĕн сăмахне итлесе ỹснĕскерсем, Андреевсем пуриншĕн те ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
13 мая 2006
00:00
Поделиться