Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ỸСĔМСЕМ ПУР

 

Районти хуçалăхсем кăçалхи пилĕк уйăхра пурĕ 113,3 тонна аш-какай, 710,6 тонна сĕт туса илнĕ, кашни ĕнерен вăтамран 1170-шер килограмм сĕт сунă. Усă куракан кашни 100 гектар çĕр пуçне 6,8 центнер аш, 38,7 центнер сĕт туса илнĕ. 2005 çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан, аш туса илесси 106,2 процент ỹснĕ. Хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăхсене талăкра вăтамран 420-шер, сыснасене 193-шер грамм ỹт хуштарнă. Майăн 1-мĕшĕ тĕлне 1083 пуç мăйракаллă шултра выльăх (çав шутра - 607 пуç сăвакан ĕне), 1641 пуç сысна, 69 пуç сурăх, 159 пуç лаша усранă. Сыснасен йышĕ 112,6 процент ỹснĕ.

 Тăватă уйăхра хуçалăхсенче пурĕ 208 пуç пăру, 980 пуç сысна çури илнĕ. Халăха 822 пуç сысна çури, 31 пуç пăру сутнă. Пурĕ 138 пуç ĕне выльăх, 143 пуç сысна туяннă. "Искра" хуçалăхри Абрар Тепитов самăртакан мăйракаллă шултра выльăхсем талăкра вăтамран 671-шер, "Карлинская" хуçалăхри Нина Ильина самăртакан сыснасем 356-шар, "Восход" хуçалăхри Владимир Матвеев самăртакан сыснасем 345-шер грамм ỹт хушнă. "Карлинская" хуçалăхри Тамара Гладкова сысна пăхакан кашни амаран 4,7, тĕрĕслемелли амасенчен 2,6 çура илнĕ. "Восход" кооперативри Римма Тихоновапа Зоя Самсонова сысна пăхакансен те ĕç кăтартăвĕсем начар мар.



"Шăмăршă хыпарĕ"
13 мая 2006
00:00
Поделиться