Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ĕçчен, хисеплĕ

 

Палтиелĕнчи Азизовсен çемйи _ ялта чи хисеплисенчен пĕри. Çемье пуçĕ _ Ильдус Хасыпович _ ветеринари тухтăрĕ. Мăшăрĕ _ Дамира Гаяздиновна _ ялти çемье офисĕнче лаборантка пулса ĕçлет. Азизовсем виçĕ хĕр çуратса çитĕнтереççĕ. Асли _ Айсулу _ ялти шкулăн 7 класĕнче, ун хыççăнхи _ Венера _ 1 класра тăрăшса вĕренеççĕ. Кĕçĕнни _ Дания _ ача садне çỹрет. Вĕсен кил-çуртĕнче те, çурт умĕнче те, пахчинче те яланах тирпейлĕ. Пỹрт умĕнчи пахчинче хитре чечексем çи-тĕнтереççĕ. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Азизовсен çемйи пирки никам та япăх калаçмасть, вĕсем çынна пулăшма та яланах хапăл.



"Шăмăршă хыпарĕ"
13 мая 2006
00:00
Поделиться