Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"Кремельтен пуçласа рейстаг таран"

 

Çак ятпа иртрĕç Пуянкассинчи, Васанти, Карапай Шăмăршăри, Патирекри, Кивĕ Чукалти тата районти модельлĕ библиотекисенче электронлă изданин презентацийĕсем. Мускав, Сталинград, Ленинград, Курскпа Орел, Смоленск, Киев, Минск тата ытти хуласем патĕнчи хаяр çапăçусене, ытти патшалăхсен территорийĕсенчи тытăçусене, Берлина илнине сăнлакан кинохроника кадрĕсене тата ытти материалсене ял çыннисем кăсăкланса пăхрĕç. Çак изданипе паллашнă май, Аслă Çĕнтерỹ патнелле илсе каякан вăрçă çулĕсем йывăр та тумхахлă пулнине, салтаксемпе офицерсем пурнăçĕсене шеллемесĕр çапăçнине хăйсен куçĕсемпе курса ĕненчĕç.



"Шăмăршă хыпарĕ"
11 мая 2006
00:00
Поделиться