Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Компьютер илме _ кредит

 

Шăмăршăри перекет банкĕ майăн 2-мĕшĕнчен пуçласа граждансене компьютер илмешкĕн кредит пама тытăнчĕ. 30 пин тенкĕ таран параççĕ. Çакăн пирки пире Перекет банкĕн районти филиалĕн пуçлăхĕ О.Н.Алексеев пĕлтерчĕ. Асăннă кредита юлашки 6 уйăх хушшинче уйăхри вăтам ĕç укçи 3 пинтен пуçласа 10 пин тенкĕрен кая мар пулнă граждансене параççĕ. Кредита çулталăк çурăлăха 16, виçĕ çуллăха 18, пилĕк çуллăха 19 процент çинчен параççĕ. Анчах 8 процентне республика бюджетĕнчен тỹлеççĕ. Çакна кредитпа тĕллевлĕ усă курни çинчен çирĕплетсе паракан тивĕçлĕ документсем тăратнă хыççăн тỹлеме тытăнаççĕ. Асăннă кредит пирки граждансем тĕплĕнрех перекет банкĕнчен ыйтса пĕлме пултараççĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
11 мая 2006
00:00
Поделиться