Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ыр кăмăллăх эрнинче

   Апрелĕн 22-30-мĕшĕсенче Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлпаракан вăтам шкулта Ыр кăмăллăх эрни иртрĕ. Кашни кунах тĕрлĕ мероприятисем пулчĕç. Çĕнтерỹ паркĕн территорине, В.И.Урукова, И.С.Космовские асăнса лартнă палăксен йĕри-таврашне тирпей-илем кĕртрĕмĕр. Çавăн пекех шкул картишĕнче те тирпей турăмăр, йывăçсем лартрăмăр. Апрелĕн 27-мĕшĕнче шкула ветерансене чĕнтĕмĕр. Ачасем вĕсем валли концерт лартса пачĕç. Программăна 8 "б" класра вĕренекен София Абрамова ăста ертсе пычĕ. Ыр кăмăллăх эрнинче начартарах пурăнакансене гуманитари пулăшăвĕ парас тĕлĕшпе те акци йĕркелерĕмĕр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
11 мая 2006
00:00
Поделиться