Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Чăваш чĕлхи уявĕ иртрĕ

 

Карапай Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам шкулта чăваш чĕлхи эрни иртрĕ. Тунти кун, ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче, чăваш халăхĕн "Хыпар" хаçатне халалласа 8 класра вĕренекенсем О.А.Михайлова ертсе пынипе "Чăваш Улăпĕ" литературăпа музыка композицийĕ йĕркелерĕç. Ытлари кун 10 "а" класра вĕренекенсемпе Г.В.Кузьмина вĕрентекен "Çăлтăрлă сехет" вăйă ирттерчĕ. Вăййа хутшăнакансем чăваш çыравçисене, чĕлхе тĕпчевçисене Чăваш Республикин историйĕпе культурине лайăх пĕлни курăнчĕ. Çĕнтерỹçĕ ятне Оля Медведева илчĕ, парнене тивĕçрĕ. Вăйă пурин кăмăлне те кайрĕ. Юн кун иккĕмĕш класра вĕренекенсем И.В.Столярова вĕрентекен ертсе пынипе чăваш халăхĕн ача-пăча вăййисене кăтартрĕç. Кĕçнерни кун Г.Н.Петькова вĕрентекен ертсе пынипе пиллĕкмĕшсемпе улттăмĕш класра вĕренекенсем хамăр тăрăхри çамрăксен вăййине йĕркелерĕç.

 Эрне куна вара Чăваш Республикин Патшалăх символикин кунне халалларăмăр. Малтанласа чăваш литературипе чĕлхине вĕрентекен Г.В.Кузьмина Чăваш Гимнĕ, Ялавĕ, Гербĕ çинчен каласа пачĕ. Хамăр Гимнпа, Ялавпа, Гербпа мăнаçланма тивĕçли çинчен пĕлтерчĕ. 9 "а" класра вĕренекен Таня Софронова, Люба Полякова, Руслан Старшов Гимн, Ялав, Герб авторĕсемпе тĕплĕн паллаштарчĕç. Чăваш чĕлхи эрни пуриншĕн те интереслĕ те усăллă иртрĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
11 мая 2006
00:00
Поделиться