Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ан алхастăр вăрманта вут-кăвар

 

ÇАНТАЛĂК ăшăтнăçем ăшăтса пырать. Çумăр та çуса çĕре йĕпетме васкамасть. Çавна пула вăрманта пушар тухас хăрушлăх пысăк. Енчен те пирĕн тăрăхри вăрманта вут-çулăм алхасма пуçласан сахал мар шар кăтартассине пурте питĕ лайăх ăнланатпăр. Çакна та палăртса хăварас килет, Шăмăршăри вăрман хуçалăхĕн пĕтĕмĕшле вăрман лаптăкĕ 26124 гектар. Вĕсенче çурри ытла лăсăллă йывăçсем. Халăх пуянлăхне, тавралăх илемне сиен кỹрес мар тесен çынсен пурин те вăрманта вут-кăварпа асăрхануллă пулмалла. Ăçта çитнĕ çавăнта кăвайт чĕртмелле мар. Уйрăмах, уявсене паллă тума вăрман уçланкисене нумайрах çамрăксем пухăнаççĕ. Паллах, уяв сĕтелĕ хыççăн тĕрлĕ юрăхсăр савăт-сапа, тасамарлăх тăрса юлать.

 Вăрманта пушар тухассинчен яланах асра тытмалла. Çакна Шăмăршăри вăрман хуçалăхĕн тĕп лесничийĕ А.И.Абужаров та татăклăн татса калать. Акă вăл мĕн каласа пачĕ. _ Вăрман хуçалăхĕн виçĕ лесничествинчен, Палтиелĕнчипе Шăмăршăрисенче типĕ çанталăкра пушар тухас хăрушлăх уйрăмах пысăк, - терĕ Анатолий Ильич. _ Çакна асăннă лесничествăсенче лăсăллă йывăçсем нумай пулнипе çыхăнтармалла. Ăнланатăр пулĕ, сухăрлă йывăç питĕ хăвăрт çунать, ăна сỹнтерме те çăмăлах мар.

 Пурĕ пирĕн 30 лесник тăрăшать, вĕсем пурте вут-кăвар тухасран сăнасах тăраççĕ. Асăрханă йăнăшсемпе çитменлĕхсене çийĕнчех пĕтерме тăрăшаççĕ. Кашни лесничествăрах пушарпа хими станцийĕсем пур. Иртен пуçласа каçчен вĕсенче дежурнăйсем тимлеççĕ. Паллах, пушар машинисем те пирĕн яланах юсавлă те ĕçе юрăхлă. Вăрманта вут-кăвара аякранах асăрхас тесе виçĕ пушар вышки те пур, вĕсем çинче те хуралçăсем тăраççĕ. Хуралçăсем тỹрремĕнех лесничествăсемпе, вăрман хуçалăхĕпе телефонсемпе е рацисемпе çыхăну тытаççĕ.

 Телефонсем еннелле калаçу сулăннипе çакна та асăнса хăварасах килет: енчен те кам та пулсан вăрманта вутулăм алхаснине асăрхасан, 2-15-81 е 2-15-57 телефонсемпе шăнкăравласа пĕлтерме ыйтасшăн. Эпир районти пушар чаçĕпе тата шалти ĕçсен пайĕпе алла-аллăн тытăнса ĕçлетпĕр, вĕсемпе çулталăклăх килĕшỹ тунă. Анчах вăрманта "хĕрлĕ автан" ташлать тесе пĕлтерме алла телефон тытмалла ан пултăрччĕ ĕнтĕ. Çакăнтан пире Турă сыхлатăрах. Паллах, хамăрăн та вăрманта вут-кăварпа асăрхануллă пулмалли пирки пĕр минутлăха та манса каймалла мар.



"Шăмăршă хыпарĕ"
11 мая 2006
00:00
Поделиться