Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Шкулта _ биологи эрни

 

2005-2006 вĕренỹ çулĕн вĕрентỹпе воспитани планĕпе килĕшỹллĕн, Васанти вăтам шкулта биологи эрни иртрĕ. Çак предмета пĕрремĕш категориллĕ учитель Н.Н.Архипова вĕрентет. Ĕçшĕн чунтан çунакан çын вăл, хăйĕн тарăн пĕлĕвне ачасене парассишĕн пĕтĕм вăйне хурать. Биологи эрнин программине интереслĕ те тĕрлĕ енлĕ конкурссемпе пуянлатнă. Малтанах 8 класра вĕренекенсем ученăй-биологсемпе паллаштарчĕç.

 6-7 классем хушшинче "Кайăксен КВНĕ" иртрĕ. Ăна 9 "б" класра вĕренекен Ольга Яковлевапа Клава Ларионова ăста ертсе пычĕç. Ăмăртура 7 класс çĕнтерчĕ. Ачасем "Вăрман аптекипе" те паллашрĕç, эмел курăкĕсем çинчен ытларах пĕлчĕç. Аслăрах классенче вĕренекенсем "Биологи тĕнчин çул çỹревĕнче" пулчĕç. Шкула "Чăваш вăрманĕ" Наци паркĕн аслă наука сотрудникĕ В.Т.Мулендеев хăнана килнĕ. Вăл вăрман пуянлăхĕ, чĕрчунсемпе вĕçен кайăксен тĕнчи çинчен питĕ интереслĕ каласа пачĕ. Тепĕр кунне ачасем автобус çине ларчĕç те, вăрман хуçалăхĕн музейĕнче, цехра, "Чăваш вăрманĕ" Наци паркĕнче экскурсире пулчĕç.

Биологи эрни районти тĕп больница врачĕсем шкула килсе сывлăха çирĕплетесси пирки лекци вуланипе вĕçленчĕ. Юлашкинчен биологи эрнин çĕнтерỹçисене палăртас килет: шăнкăрч вĕлли ăсталассипе Ростислав Смаевпа Александра Филиппова чи маттуррисем пулчĕç. Наталия Смаева кăларнă стена хаçачĕ те пурне те килĕшрĕ. "Пулăсем", "Грамматика вăййисем", "Чечексем", "Килти выльăх-чĕрлĕх", "Тĕпчевçĕ биологсем" тата ытти хаçатсем те интереслĕ пулса тухнă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
06 мая 2006
00:00
Поделиться