Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Манăçмаççĕ çав çулсем

 

Елизавета Ильинична Устимова 1927 çулта çуралнă. Ачаранах хресчен ĕçне хăнăхнă: тырă вырнă, авăн çапнă, лаша кỹлнĕ, выльăх пăхнă. Уйрăмах Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсене хурланса аса илет Лиза аппа. Мĕн каламалли, йывăрлăхсене тỹссе ирттернисем мĕн виличчен вăрçă çулĕсене манаймĕç.

 Вăрçă чарăнсан _ 1945 çулта _ Лиза аппана Шупашкарти пĕр завода ĕçлеме янă. Вăйпитти хĕр тыткăна лекнĕ нимĕç салтакĕсемпе пĕрле ĕçленĕ, вĕсене пăхса-сăнаса тăма та ăнах хушнă. Нимĕç пулсан та çын çынах ĕнтĕ, Лиза аппа вĕсен чĕлхине тата юррисене вĕреннĕ. Паян та, утмăл çул ытла вăхăт иртсен те, Елизавета Ильинична нимĕç халăх юррисене манман. Виçĕ çул тыткăнрисемпе пĕрле ĕçленĕ хыççăн, Лиза аппа тăван ялне таврăннă. Мĕн ватăличчен колхозра ĕçленĕ вăл, нимĕнле ĕçрен те хăраса тăман. Хастар ĕçшĕн ăна Тăван çĕршыв медальсемпе наградăланă. Е.И.Устимован Хисеп грамотисем те чылай. Çулĕсем пайтах пулсан та, Лиза аппа вăр-вар çỹрет-ха, килти ĕçсене те хăех пурнăçлать. Çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунатпăр эпир хисеплĕ ĕç ветеранне.



"Шăмăршă хыпарĕ"
06 мая 2006
00:00
Поделиться