Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Керимулла Валиуллов капитан

 

 Аслă Отечественнăй вăрçăра вилнисене хисеплесе кăларнă Асăну кĕнекинче Палтиелĕнче çуралсаснĕ Керимулла Валиуллович Валиуллов капитан ячĕ те пур. К.Валиуллов 1913 çулта, вăтам хресчен çемйинче çуралнă. Ашшĕ пурнăçран ир уйрăлса кайнă, çавăнпа та пĕртăван Семигуллапа Керимуллан ачаллах хресченĕн йывăр ĕçне кỹлĕнме тивнĕ.

Вун улттă тултарсанах Керимулла тĕнче тăрăх тухса кайнă, Мускав облаçĕнче тата хулинче ĕçленĕ. Яла çулталăкра пĕрре çеç, ĕçлесе илнĕ укçине амăшне пама кăна килсе кайнă. 1935 çулта ăна Мускавранах Хĕрлĕ Çара илнĕ. Çакăн çинчен Керимулла килне çырса пĕлтернĕ. Кавалери чаçĕнче службăра тăнă май, хăюллăхĕпе тата тавракурăмлăхĕпе палăрнă. 1938 çулта Валиулловăн служба вăхăчĕ вĕçленнĕ, анчах та вăл чаçрех юлма кăмăл тунă. Çак çулах ăна аслă сержант званине панă, кĕске вăхăтлăха тăван ялне отпуска янă. Маттур кавалерист Палтиелĕнчи чипер хĕре _ Мегсуме Гайнуллована качча илнĕ. Анчах ялта нумай та пурăнайман _ Валиуллова службăна васкавлăн чĕнсе илнĕ. Ун чухне тĕнчери лару-тăру лăпкă пулман. Валиулловсен чаçĕн те финн вăрçине хутшăнма тивнĕ. Аслă Отечественнăй вăрçă пуçлансан, Керимулла Валиуллов Çурçĕр-Хĕвеланĕç фронтĕнче çапăçнă. Çак вăхăт тĕлне вăл лейтенант званине илме тивĕç пулнă ĕнтĕ. Тутар халăх ывăлĕ çапăçусенче паттăрлăх кăтартнă, икĕ хутчен аманнă. Госпитальте сипленнĕ те _ каллех фронта.

Хăйĕн вăрçăри çул-йĕрĕ çинчен тăван килне çырсах тăнă. Юлашки çырăвĕ 1942 çулхи октябрьте килнĕ, ун хыççăнах _ К.В.Валиуллов капитан паттăрла çапăçса вилни çинчен хыпарлакан хут. 166-мĕш Хĕрлĕ Ялавлă стрелковăй дивизи ветеранĕсем Валиулловăн тăванĕсем патне çырса пĕлтернинчен çак паллă: Керимулла Валиуллович капитан рота командирĕ пулнă, 1942 çулхи декабрĕн 24-мĕшĕнчи пĕр хаяр çапăçура фашистсемпе паттăррăн çапăçса пуçне хунă. Валиуллова Новгород облаçĕнчи Мохватица ялĕ çывăхĕнче пытарнă. К.Валиуллов капитанăн ырă ячĕ унăн тăванĕсен чĕрисенче ĕмĕрĕпех упранĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
06 мая 2006
00:00
Поделиться