Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Карапай Шăмăршăра пурăнакан

 

Карапай Шăмăршăра пурăнакан В.Л.Петьков Аслă Отечественнăй вăрçăра паттăрлăх кăтартнă, Сталинград патĕнчи тата Курск пĕккинчи хаяр çапăçусене хутшăннă. Тăван çĕршыв фронтри паттăрлăхшăн Василий Леонтьевича Хĕрлĕ Çăлтăр орденпа тата медальсемпе наградăланă. Фронтран таврăнсан В.Л.Петьков 12 çул хушши трактор бригадин бригадирĕнче, ун хыççăн ял Совет председателĕнче тата заправщикра ĕçленĕ.

 Ăна "Хисеплĕ колхозник" ят панă. 83 çулхи ветеран çамрăксене патриотла воспитани пама хастар хутшăнать, совет салтакĕсемпе офицерĕсен вăрçă вăхăтĕнчи паттăрлăхĕ çинчен чуна хумхантармалла каласа парать. Ỹкерчĕк çинче: В.Л.Петьков фронтовик. Пăшалпа та, перопа та ВĂТĂР икĕ çул каялла, эпĕ редакцире ĕçлеме пуçланă тапхăрта, пирĕн коллективра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем виççĕнччĕ. К.С.Смирнов редактор вăрçă çулĕпе Атăл хĕрринчен пуçласа Берлина çити утса тухнă, 1945 çулта Мускавра ирттернĕ Çĕнтерỹ парадне хутшăннă. Ял хуçалăх пайĕн заведующийĕ А.Н.Шамеев тата çак пай корреспонденчĕ С.А. Павлов та фронтра начар салтак пулман. Вĕсем вăрçă çинчен каласа панине эпир, çамрăксем, çăварсене карсах итлеттĕмĕр. Редакцин яваплă секретарĕ В.Ф. Чураков, ашшĕне вăрçăра çухатнăскер, совет çыннисен тылри паттăрлăхĕ пирки сахал мар статья çырнă. Василий Федорович хăй те çав йывăр çулсенче хĕн-асапа ытлашшипех курнă.

 Фронтовиксем пире вăрçăран таврăнайман журналистсемпе полиграфистсем çинчен те кала-кала паратчĕç. Редактор çумĕ Н.О.Падиаров вĕсене уйрăмах лайăх астăватчĕ. Акă, Палтиелĕнче çуралса ỹснĕ А.И.Матвеев вăрçăччен пĕр хушă район хаçачĕн редакторĕ пулнă. Вăрçа кайсан хыпарсăр çухалнă. Д.А.Обофоров _ Çĕрпỹ районĕнчи Паваркасси ялĕнчен. Пирĕн района куçса киличчен Вăрнар райхаçат редакцийĕнче ĕçленĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан икĕ çул хушши Шăмăршă районĕнчи "Сталин ялавĕпе" хаçата редакциленĕ. Талантлă, пысăк малашлăхлă журналист фронтра пуçне хунă. М.М.Дмитриев _ район хаçачĕн чăн малтанхи яваплă секретарĕ. Вăл Кивĕ Шăмăршă ялĕнче 1914 çулта çуралнă. 1937 çулта ăна Тинĕс-Çар Флотне службăна илнĕ. "Беспощадный" катер çинче службăра тăнă. Вăрçăра та М.М. Дмитриев моряк пулнă, пĕр хаяр çапăçура пултаруллă журналист ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. И.Сорокин _ Палтиел çынни. Район хаçачĕн редакторĕн çумĕ пулнă. Вăрçăран вăл та таврăнайман. Типографири аслă наборщик А.Г.Атманов та вăрçăра вилнĕ. Энтĕрьел çынни А.С.Кирпичников полиграфист та вăрçă хирне выртса юлнă. А.Г.Вазанов (Антон Таньки) литература сотрудникĕ, И. Г.Яковлев печатник, редакци бухгалтерĕ Н.А.Крылов та фронт ра пуçĕсене хунă. Вăрçă паттăрĕсен ячĕсем _ пирĕн чĕресенче. Кашни çулах эпир Аслă Çĕнтерỹ кунĕнче фронтран таврăнайман хаçат ĕçченĕсене асăнатпăр, вĕсен ырă ĕçĕсене малалла тăсма сăмах паратпăр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
06 мая 2006
00:00
Поделиться