Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Илемлĕх тĕнчин тыткăнĕнче

 

 Çак кунсенче райцентрти Культура керме-нĕнче Шăмăршăри ача-пăча искусство шкулĕнче вĕренекенсем отчетлă концерт кăтартрĕç, фойери выставкăра хăйсен творчество ĕçĕсемпе паллаштарчĕç. Искусство шкулĕн преподавателĕсем "Çурхи тумламсем" ятпа йĕркеленĕ пысăк мероприятие килнисем малтанах ачасен ỹкерчĕкĕсемпе тата декоративлă прикладной искусство ĕçĕсемпе паллашрĕç.

Вĕренекенсем хăйсен ĕçĕсенче тĕрлĕ тематикăллă тата содержани енĕпе пуян сюжетсемпе пулăмсене сăнласа панă. Сюжетлă ỹкерчĕксене уйрăммăн илсен, кĕçĕн ушкăнсенчи Алексей Петровăн "Хаваслă картиш", "Пĕчĕк туссем", Дмитрий Поляковăн "Кайăка шел", Людмила Шамееван "Çурхи савăнăç" (преподавателĕ З.П.Морозова) тата Елена Егорован "Чăваш кĕввисем", Диана Тимофееван "Эпĕ тата кукамай", Серафима Чувашован "Илемлĕ юр пике" (преподавателĕ А.К. Краснова) картинисем куракансене хăйсен илемлĕхĕпе, сăнарлăхĕпе илĕртрĕç.

 Аслă ушкăнсенчи вĕренекенсем ỹкерсе хатĕрленĕ натюрмортсене те хаваспах пăхса тухрĕç куракансем. Аньăпа Таня Севрюгинасен, Дмитрий Кудряшовăн, Рая Иванован, Оля Чувашован тата ытисен ỹкерчĕкĕсене уйрăмах килĕштерчĕç вĕсем. Декораципе прикладной искусствăн выставкинчи тăмран ăсталаса-хĕртсе тунă шăхличсем, чăваш вăййин фигурисем, юмахсенчи сăнарсем, тĕслĕ кĕленче мозаики, ỹкерчĕксемпе илемлетнĕ фанера татăкĕсем, хăваран хатĕрленĕ карçинккасем, типĕ ỹсентăранран ăсталанă композицисем тата ытти творчествăлла ĕçсем те кашнинех савăнтарчĕç. Музыка уйрăмĕ те тĕрлĕ енлĕ интереслĕ программа хатĕрленĕ. Ăна аслă ушкăнрисен хорĕ "Многие лета" юрăпа уçрĕ (преподавателĕ Т.Б.Яколвева). Кĕçĕн ушкăнрисен хорĕ те "Всюду музыка живет" юрра илемлĕн шăрантарчĕ (В.К.Кузьмина). Фортопианопа Юлия Сабанова, Вика Архипова, Николай Кадышев, Екатерина Ульянова, Татьяна Давыдова, гитарăпа Артем Мульдияров, Надежда Угарина, гитаристсен ансамблĕ, баянпа Алексей Петров тата баянистсен оркестрĕ, аккордеонпа Ольга Лысова тĕрлĕ произведенисене кăмăла каймалла выляса пачĕç.

Солистсем программăна хăйне евĕр илемлĕ тĕс кĕртрĕç. Мария Федорова, Мария Назарова, Анастасия Баскакова, Татьяна Давыдова, Ирина Волкова, Екатерина Муромцева, Анастасия Александрова тата "Дебют" ансамбль хăйсен çепĕç юррисемпе залри халăха чăннипех те тыткăнларĕç. "Антонина" (руководителĕ А.В.Нефедова) тата "Фламинго" (В.П.Кузьмина) ташă ушкăнĕсен илемлĕ хусканусемлĕ ташшисене те зал ăшшăн алă çупса йышăнчĕ. Ача-пăча искусство шкулĕн отчетлă мероприятийĕ çỹллĕ творчество шайĕнче иртрĕ. Кунта вĕренекенсем искусство пусмин картлашкисем тăрăх ăнăçлă хăпарса пынине çирĕплетсе пачĕç. Художество уйрăмĕнчи З.П.Морозовапа А.К.Краснова, музыка уйрăмĕнчи К.Н.Хазиева, Р.Н.Архипова, С.И.Никишина, Т.Б.Яковлева, Ю.В.Цыганова тата К.В.Кузьмина преподавательсене ĕçре малашне те ăнăçу сунас килет.



"Шăмăршă хыпарĕ"
06 мая 2006
00:00
Поделиться