Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Илĕртет ял-йыша вулав çурчĕ

 

Энтĕрьел ял библиотекинче _ çутă та тирпейлĕ. Тĕрлĕ кĕнекесен выставкисене хитре иллюстрацисемпе илемлетсе йĕркеленĕ. Вулакансенчен чылайăшĕ тỹрех "Çĕнĕ кĕнекесем" курав умне пырать, хăйне килĕшекен изданисем суйлама пуçлать. Хăш-пĕрисем вара чăваш кĕнекисем, ытти изданисем упранакан çỹлĕксем патнелле çул тытаççĕ. Библиотека заведующийĕ Н.И.Тихонова кашни вулаканах ăшшăн кĕтсе илет, кăмăла каякан кĕнекесем суйласа илме пулăшать. Надежда Ивановна вулав çуртĕнче пĕр улшăнми 22 çул вăй хурать, тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеме тăрăшать. Акă, нумаях пулмасть кунта Кайăксен кунне халалланă "Пирĕн чĕвĕлти туссем" мероприяти, 2004 çулта пичетленнĕ изданисен тата хамăр ентеш В.И.Максимов çырнă "Президент России В.В.Путин в Шемурше" кĕнекен презентацийĕсем иртнĕ.

 Библиотекăн чи активлă вулаканĕсем хушшинче _ Михаил Кузьмин, Юрий Скрипачев, Ольга Харитонова, Вячеслав Ванюшин, Ирина Федорова, Анастасия Любимова, Борис Филиппов, Алена Кузьмина, Юлия Шигарева тата ыттисем.

Ỹкерчĕк çинче: ачасем çĕнĕ кĕнекесемпе паллашаççĕ. Вут-кăварпа асăрхануллă пулар!



"Шăмăршă хыпарĕ"
06 мая 2006
00:00
Поделиться