Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ХИСЕПЛĔ ЮЛТАШСЕМ!

 Çанталăк типĕ те çиллĕ тăнипе, вăрмансенче вут-кăвар тухас хăрушлăх çав тери пысăк. Вăрманта пушар чылай чухне çын айăпĕпе тухать, тăван çут çанталăк пуянлăхĕ кĕле çаврăнать. Пушарсем ялсенчи çуртсемшĕн те пысăк хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Вăрманта вут-кăвар тухас хăрушлăх уйрăмах уявсемпе канмалли кунсенче ỹсет. "Чăваш вăрманĕ" Наци паркĕн администрацийĕ сире çакăн пирки асăрхаттарать: - вăрманта типĕ курăка çунтарма пачах та юрамасть, сỹнтермен кăвайт е пирус тĕпĕ те _ пушар тухнин сăлтавĕ; - типĕ çанталăкра вăрмана техникăпа кĕме те юрамасть, пĕчĕк хĕлхемрен те пушар тухма пултарать. Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕсем! Хăвăрăн ачăрсене пушар хăрушлăхĕ çинчен аса илтерсех тăрăр, вĕсен аллине шăрпăк ан лектĕр. Енчен те вăрманта вут-кăвар тухнине асăрхасан тата хăвăрăн вăйăрпа сỹнтерме май килмесен, çийĕнчех 01 телефонпа пушар чаçне, 2-14-32 телефонпа "Чăваш вăрманĕ" Наци паркне, 2-15-81, 2-15-57 телефонпа вăрман хуçалăхне, çавăн пекех ял поселенине шăнкăравлăр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
06 мая 2006
00:00
Поделиться