Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ф.Ф.Иванов учитель - республикăра пĕрремĕш

 

Çĕнĕ Чукал ялĕ.

Апрелĕн 29-мĕшĕнче Шупашкарта "Пуласлăх валли вĕрентетпĕр" программăпа Пĕтĕм Раççейри наукăпа практика конференцийĕ пулса иртнĕ. Çак конференцие Чăваш Республикин Вĕрентỹ министерствипе Вĕрентỹ академийĕ йĕркеленĕ. Пирĕн районтан унта Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулти информатика учителĕ Ф.Ф.Иванов хутшăннă. Федор Филиппович конференцире хăй хатĕрленĕ "Сасă информацийĕ" темăна хỹтĕленĕ. Ку проекта хатĕрлеме вăл шкул ачисене те явăçтарнă, çавăнпа та содержани енчен анлă та пуян пулса тухнă. Конференци ĕçне пĕтĕмлетсе, çĕнтерỹçĕсене Дипломсемпе тата хаклă парнесемпе чысланă. Аслă категориллĕ учитель Ф.Ф.Иванов республикăра пĕрремĕш вырăн йышăннă, ăна лауреат пулнине çирĕплетекен свидетельство панă. Шкулти информатика кабинечĕ _ районта чи лайăххи.

 Ф.Ф. Иванов вĕрентекен ачасем Раççейре дистанци меслечĕпе ирттерекен олимпиада заданийĕсене пурнăçлаççĕ, Интернет урлă хуравсем параççĕ. Хальлĕхе Шăмăршă шкулĕн ачисем, 2 тур балĕсем тăрăх, çĕршыври вуншар облаçпа республикăна хыçа хăварса тăваттăмĕш вырăн йышăнаççĕ. Информатика олимпиади малалла пырать, Шăмăршă шкулĕн ачисене ăнăçу çеç сунас килет.



"Шăмăршă хыпарĕ"
06 мая 2006
00:00
Поделиться