Ешерĕ Çамрăксен паркĕ
Чукалти вăтам шкулта вĕренекенсемпе учительсем, ял çамрăкĕсем Йывăç кунне хастар хутшăнчĕç. Ялта Çамрăксен паркне чĕртрĕç, 500 тĕп хурăнпа 500 тĕп чăрăш лартса хăварчĕç. _ Пирĕн тивĕç _ çак йывăçсене лайăх пăхса çитĕнтересси, - терĕ ял поселенийĕн пуçлăхĕ Г.Чугунов. _ Çывăх вăхăтра ял çывăхĕнчи таса çăл куçсем патĕнче те тирпей-илем тăвăпăр.
"Шăмăршă хыпарĕ"