Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Чăтса ирттернĕ, паттăрлăх кăтартнă...

 

1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕ вырсарни кун пулнă. Çав кун, тул çутăлнă-çутăлманах, фашистла Германи пирĕн çĕршыв çине вăрçă-хурахла тапăнса кĕнĕ. Кăнтăрла Совет Союзĕнчи пур радиостанцисем те Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланни çинчен хăрушă хыпар пĕлтернĕ. Çĕршыври çĕршер пин патриот хăйсен ирĕкĕпе фронта кайма заявлени панă. Шăмăршăра вăрçă умĕн 140 килĕ пулнă, вĕсенче 560 çын пурăннă. Вăрçă пуçланнă кун çанталăк шăрăх тăнă, халăх хирте ĕçленĕ. Çынсене чуна сехĕрлентерекен хыпара кăнтăрла çитеспе Василий Тарасов бригадир пĕлтернĕ. Хĕрарăмсемпе хĕрсем тỹрех татăлса йĕме пуçланă, арçынсем ассăн сывланă. Хиртен аннă халăх парти райкомĕн çурчĕ умне пуçтарăннă. Кунта репродуктор вырнаçтарнă пулнă, пурте правительство пуçлăхĕ В.М.Молотов пĕлтернине итленĕ. Ĕсĕклесе йĕни, юн ĕçен Гитлера чĕререн ылханни илтĕнсе тăнă.

Июнĕн 23-мĕшĕ. Фронта чи малтан хăй ĕçлекен тракторпа Григорий Гаранин механизатор тухса кайнă. Ун хыçăн вăрçă çулĕпе тетĕшĕпе шăллĕ Петрпа Александр Егоровсем, ашшĕ пе ывăлĕ Кочкомазовсем _ Василий Андреевичпа Михаил Васильевич, тетĕшĕпе шăллĕ Карповсем _ Михаилпа Владимир утнă. 1941 çулхи июнь уйăхĕнче Шăмăршă ялĕнчен вăрçа 21 çын хăйсен ирĕкĕпе кайнă, çулталăк тăршшĕпе вара вĕсен йышĕ 74 çынна çитнĕ.

"Пĕтĕмпех _ фронтшăн, пурте _ çĕнтершĕн!" _ çак тĕллевпе ĕçленĕ мĕнпур халăх. Акă, Шăмăршăра пурăнакансем 1941 çулхи июлĕн 4-мĕшĕнче ирттернĕ митинг резолюцийĕ: "Эпир фашист вăрă-хурахĕсене çĕр çинчен тасатассишĕн пĕтĕм вăя хурăпăр, ĕç тухăçлăхне татах та ỹстерсе çĕршыва пур енчен те пулăшăпăр". Çак сăмахсем тупа сăмахĕсем пек янăранă. Хăйсен сăмахне шăмăршăсем çирĕп тытнă. Аппăшĕпе йăмăкĕ Тарасовасем _ Анастасия Ивановнапа Анна Ивановна аса илнинчен: _ Пирĕн çемьерен вăрçа Николай, Илья, Григорий, Иван тетесене илсе кайрĕç. Кỹршĕре пурăнакан Алексей Рябов, Егор Васильев тата ыттисем те салтак тумĕ тăхăнчĕç. Вăрçă çулĕсенче мĕн чухлĕ йывăрлăх тỹснине каласа та пĕтерес çук. Колхозра тар юхтарнă, вăкăрпа тата ĕнепе ĕçленĕ, вĕлтĕренпе мăян, крахмал пашалăвĕ çинĕ. Краççын çуккипе хăйă çутаттăмăр. Шăмăршăсем Балтика тăрăхĕнчен эвакуаципе килнисене хăйсен хỹтлĕхне илчĕç. Эвакуированнăйсем вăрманпромхоз общежитийĕнче, Ганюшинсен, Гаранинсен, Никифоровсен тата ыттисен çемйисенче пурăнчĕç. Мĕнле йывăр пулсан та, халăх хĕн-асапа парăнман, хăйсем çиес çăкăр татăкне, юлашки тумтирне Хĕрлĕ Çар валли парса Çĕнтерĕве çывхартнă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
06 мая 2006
00:00
Поделиться