Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çĕнтерỹ салтакне

 

Эс мухтанма нихçан пĕлмен,

 Орденусем те _ арчара.

 Уявсенче, пăртак "хĕрсен"

 Чĕлхỹ кăшт уçăлать вара.

 Эс тăнă вилĕм умĕнче:

 Аманнă... Шунă малалла...

Юнпа пĕвеннĕ çĕр çинче

Каланă эс: "Пурăнмалла!"

Тăшман нихçан та шеллемен,

Салтак шăпи _ самантлăхра,

Эс орденшăн вăрçа кĕмен,

 Çĕршывшăн кăшкăрнă:

"Урра!" Сана, хисеплĕ ветеран

Кĕрекере кăна лартасчĕ.

 Эс чĕрĕ юлнă вăрçăра,

 Паян та сыхласа упрасчĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
06 мая 2006
00:00
Поделиться