Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

А.Ф.Алексеева ячĕ _ халăх асĕнче

 

«1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче хастар ĕçленĕшĕн» медальпе Шăмăршă районĕнчен вуншар çынна наградăланă. Çак вăрăм список пуçĕнче Виçпỹрт Шăмăршă шкулĕн директорĕнче ĕçленĕ А. Ф. Алексееван хушамачĕ тăрать. Паян вăл çуралнăранпа 90 çул çитнĕ май, Александра Федоровнана аса илсе ырă сăмахсем калас килет.

 А.Ф.Алексеева _ талантлă педагог тата чăн-чăн çын, хăйĕн ĕмĕрне тăван халăха çутта кăларас ĕçе халалланă патриот. Хĕрĕх çул хушши учительте, çав шутра 35 çул шкул директорĕнче ĕçлесе, çĕршер ачана пурнăç çулĕ çине кăларнă, халăхра хисеп çĕнсе илнĕ. Республикăра тĕрлĕ шкулсенче ĕçленĕ А.Ф.Алексеева. 1946 çулта ăна пирĕн районти Виçпỹрт Шăмăршă шкулĕн директорĕ пулма çирĕплетнĕ.

"...Вĕлтрен, пиçен, çум курăк çынран çỹллĕччĕ шкул картишĕнче, - аса илетчĕ Александра Федоровна.

 _ Çурчĕ кивĕччĕ, маччи те халь-халь ишĕлес пекчĕ. Колхоз тата ял-йыш пулăшнипе шкула юсарăмăр, районта çук чаплă сад пахчи те лартса ỹстертĕмĕр". А.Ф.Алексееван вĕренекенĕсем хушшинче мĕнле кăна професси çынни çук-ши? Совет Союзĕн Геройне Иван Смирнов пулеметчика та вăлах вĕрентнĕ. Александра Федоровнăна темиçе хутчен те район тата ял Совечĕсен депутачĕ пулма суйланă. Халăх шанăçне вăл хастар ĕçпе тỹрре кăларнă. Тăватă ача çуратса ỹстернĕ Александра Федоровна, пурне те аслă пĕлỹ панă. Ачисем те амăшĕ пекех хисеплĕ çынсем.

Александра Федоровна пурнăçран уйрăлса кайнăранпа чылай çул иртрĕ ĕнтĕ. Апла пулин те халăх манмасть ăна. Виçпỹрт Шăмăршăри пĕр урама А.Ф.Алексеева ятне парсан тем пек лайăх пулĕччĕ. Мухтава тивĕç çынсене ял тата район историне кĕртсе хăварасчĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
06 мая 2006
00:00
Поделиться