Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Тирпейлĕхпе савăнтарччĕр

 

Юлашки çулсенче Шăмăршăпа Энтĕрьел хушшинче çĕнĕ паççулккассе ларнă тесен те йăнăш пулмĕ. Çĕнĕ урамсенче çулран-çул кермен евĕр илемлĕ çуртсем çĕкленеççĕ. Вĕсен хуçисенчен чылайăшĕ хăйсен кил умĕсене тирпейлĕ тытма тăрăшни, паллах, савăнтарать. Питĕ шел, килти хуçалăха тытма уйăрса панă участоксен таврашĕсем пирки çакна калама çук. Хальлĕхе кил-çурт çавăрма ĕлкĕреймен участоксен картисем умĕнче пĕлтĕрхи куршанкă-вĕлтĕрен тунисем çын çỹллĕш каçăрăлса тăни çĕр хуçине нимĕн чухлĕ те илем кỹмест. Чылайăшĕ кунта улма лартма, ăна çумкурăкран тасатма тата тухăçа кăларса илме кăна килсе каять. Паллах, вĕсем хăйсемпе пĕрле ĕçмелли-çимелли те илсе килеççĕ. Апатланнă хыççăн вара пластик савăтсене, пушă кĕленче бутылкăсене, полиэтилен пакечĕсене участок умнех пăраха-пăраха хăвараççĕ. Хамăр кунта пурăнмастпăр тесе алă сулаççĕ ĕнтĕ. Çак тĕксĕм ỹкерчĕксем урама илемсĕрлетсе тăни пирки аса та илмеççĕ хăш-пĕрисем.

 Çĕнĕ урамсенче икĕ енĕпе те газ пăрăхĕсем хывнă. Анчах та хăш-пĕр участоксен хуçисем тăпрана кĕреçепе тикĕслесе купаласси пирки аса та илмеççĕ. Урама илемлетсе хăйсен картисем умĕнче курăк пĕр тикĕс ешерни питĕ вырăнлă пулĕччĕ те çав. Хăш-пĕр урамсен вĕçĕсенчех свалкăсем уçса пĕтернĕ. Ку енĕпе вара кил-çурт çавăрнисем "ĕçлеççĕ" ĕнтĕ. Тĕрлĕ ăпăр-тапăра аяккарах _ ятарлă свалкăна е юхан шывăн ишĕлсе тăракан çыранĕсен хĕррине кая-кая тăкма çав тери йывăр пулатчĕ-ши вара? Западная урам вĕçĕнче, Кĕçĕн Хырла урлă хывнă кĕперĕн икĕ пуçне те такамсем свалкăна çавăрнă. Çак тасамарлăха çывăх кунсенчех тирпейлетпĕр-ха. Анчах та малашне кĕпер таврашне варалас марччĕ. Чăваш Республикин (2003ç.) "Чăваш Республикинче административлă право йĕркисене пăсни çинчен" саккунăн 10 статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшỹллĕн, ял территорийĕнчи тасалăх-тирпейлĕх пирки манакан граждансене чи пĕчĕк ĕç укçин 2 виçинчен пуçласа 10 виçи таран, должноçри çынсене 5-20 виçи, юридически лицосене 100-200 виçи таран административлă штраф пама пултараççĕ. Административлă айăплав илнĕ хыççăн каллех йĕркене пăссан вара, асăннă статьян 2-мĕш пайне тĕпе хурса, граждансене чи пĕчĕк ĕç укçин суммин _ вăл хальхи вăхăтра 100 тенкĕпе танлашать _ 5-15 виçи, должноçри çынсене 10-20 виçи, юридически лицосене 200-300 виçи таран штрафлаççĕ. Çапла вара, урамсенчи хыт-хурана тасатни, ытти ăпăр-тапăра тирпейлени кашнийĕншĕнех питĕ вырăнлă пулмалла. Ял поселени специалисчĕсем, милицин участокри уполномоченнăйĕсем асăрхаттарасса-штрафласса кĕтсе тăмалла мар. Урамсен, çуртсен тата килти хуçалăха тытма уйăрса панă участоксен умĕсем хăйсен тирпейлĕхĕпе савăнтарса тăччăр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
04 мая 2006
00:00
Поделиться