Тăван чĕлхе, анне чĕлхи....
Пуянкассинчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулта Ăс-хакăл çутлăхĕн çулталăкне, Чăваш чĕлхи кунне тата Аслă çутта кăлараканăмăр И.Я.Яковлев çуралнă куна халалласа Чăваш чĕлхи эрни иртрĕ. Унăн тĕллевĕ çапла пулчĕ: ăс-хакăл тавркурăмĕ енчен çирĕпрех, пуянрах, пултаруллăрах ачасене тупса палăртасси, вĕсен пĕлĕвне малалла аталантарма пулăшасси. Уяв программи те пуян. "Хыпар" хаçат 100 çул тултарнине халалласа, 8-11 классенче "Ырă çыннăм, тăванăм, ас ту: "Хыпар" _ санăн тусу" темăпа тăван чĕлхе учителĕ В.П.Краснов доклад туса пачĕ. Ун хыççăн тĕрлĕрен конкурссемпе вăйăсем иртрĕç: куçаруçăсен конкурсĕ, "Çăлтăрчăк" вăйă-конкурс, грамматика вăййисем, чăваш литературинчи тĕп геройсен сăнарĕсене калăпласа кăтартасси, юмах-халап ăстисен конкурсĕ. "Çеçпĕл поэзийĕ" тата "Халăхăн иксĕлми пуянлăхĕ" фестивальсем, тăван ен культурин олимпиади те питĕ интереслĕ иртрĕç.