Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Шăмăршă пушарникĕсем спортра та, юрă-ташăра та хастар

 

 Шăмăршăри 43-мĕш номерлĕ пушар чаçĕн коллективĕ çак кунсенче хăйсен профессии уявне паллă турĕ. Уява савăнăç кỹрекенни _ кунти хăй тĕллĕн вĕреннĕ артистсем тата спортсменсем наградăсене тивĕçни.

Апрелĕн 27-мĕшĕнче Шăмăршăри Культура керменĕнче республикăри пушар чаçĕнчи илемлĕ пултарулăх коллективĕсен зонăри конкурсĕ пулса иртнĕ. Унта Шăмăршăсем иккĕмĕш вырăн йышăннă, Чăваш Республикинчи Чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн Хисеп грамотине тивĕç пулнă. Апрелĕн 29-мĕшĕнче кỹршĕллĕ Тутарстанри Çĕпрел районĕнче Раççейри пушар служби 357 çул тултарнă ятпа волейболист- сен ăмăртăвĕ пулнă. Çивĕч кĕрешỹре Шăмăршăри пушар чаçĕн команди виççĕмĕш вырăн йышăннă. Командăна Дипломпа наградăланă, кашни спортсменах картина парнеленĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
04 мая 2006
00:00
Поделиться