Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Сĕм-тăлăх ачасене _ патшалăх пулăшăвĕ

 

2006 çулхи январьтен пуçласа тăлăх ачасене тата ашшĕ-амăшĕсемсĕр тăрса юлнисене пурлăх тĕлĕшпе пулăшас йĕрке улшăннă. Халĕ апат-çимĕç, кĕпе-тумтир, атă-пушмак тата ыттине туянма уйăракан укçа вырăнне кашни уйăхра опекунсем пĕр ача пуçне 2401-3380 тенкĕ пособи (ачан ỹсĕмне шута илсе) илсе тăраççĕ. Çак суммăнах ачана усрава илнĕ çемьесене те тỹлеççĕ. Сĕм-тăлăхсене пăхса пурăнакансене 16 çул тултариччен пособи парса тăраççĕ. Енчен те тăлăх ача пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулта вĕренет пулсан, ăна 18 çул тултаричченех пособи тỹлевĕпе тивĕçтереççĕ.

 Тăлăх ача сывлăх начарланнине пула шкулта вĕренеймест е ĕçлеймест пулсан (ĕç вырăнĕ пулмасан) та ăна 18 çула çитичченех пособи уйăраççĕ. Çĕнĕлĕхпе усă курса пособи илсе тăма опекунсемпе попечительсем райадминистрацин социаллă хỹтлĕх пайне çак документсене тăратаççĕ:

-         ача валли пособи илсе тăма ыйтса çырнă заявлени;

-         попечитель хăй кам пулнине ĕнентерекен документ;

-         ачан çуралнине çирĕплетекен свидетельство копийĕ;

-         сĕм-тăлăх ача опекунпа (попечительпе) е ăна усрава илнĕ ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле пурăннине ĕнентерекен справка (ял поселени администрацийĕнчен илмелле);

-         опекунпа попечительство органĕн йышăнăвĕ;

-         ача ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнине ĕнентерекен документсем (ашшĕ-амăшĕн прависĕр хăварнине çирĕплетекен суд йышăнăвĕ, вилни çинчен панă свидетельство);

-         ача 16 çул тултарнă хыççăн пĕтĕмĕшле пĕл паракан шкулта вĕреннине çирĕплетекен справка;

-         16 çул тулатрнă тăлăхсем валли больницăран (чирлĕ пулсан) е халăха ĕçпе тивĕçтерекен центртан (ĕçсĕр тесе йышăнсан) çыртарса илнĕ справка.

Сăмах май каласан, районта ача пособийĕсем илсе тăракан амăшĕсем 2328-ăн, çав шутра сĕм-тăлăх ачасемшĕн çлерех асăннă пособие илекенсем 27-ĕн. 2 çул тултарман ачасемшĕн уйăракан пособие (апатшăн) 320 хĕрарăма тỹлеççĕ. Тупăш шайĕ пурăнмалли чи пĕчĕк виçерен (халĕ вăл кашни çын пуçне 2236 тенкĕпе танлашать) каярах пулнипе пособи илсе тăракан ашшĕ-амăшĕсем 1798-ăн. Çак пособисене тỹлеме кăçалхи пĕрремĕш кварталта 2 миллион та 442 пин тенкĕ расхутланă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
04 мая 2006
00:00
Поделиться