Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ

 

61 ÇУЛ... Сахал мар вăхăт. Анчах та çав асаплă вăрçă çулĕсенче совет халăхĕ тамăкри пек пурăнни халĕ те ваттисен асĕнчех. Мĕн чухлĕ пурнăç вăхăтсăр татăлман-ши 1418 талăка тăсăлнă хаяр вăрçăра? Миçе çын хыпарсăр çухалман-ши тата? Паянхи кунччен те шыраççĕ хыпарсăр çухалнă салтаксене тăван-пĕтенĕсем.

 Акă нумаях пулмасть пирĕн редакцие Михаил Тимофеевич Марковăн ачинчен (шел пулин те хăйĕн ятне палăртман вăл) çыру килчĕ. М.Марков 1942 çулхи февралĕн 6-мĕшĕнче хыпарсăр çухалнă. "Унăн ỹтне ăçта пытарнине çеç пĕлесчĕ", - тесе çырать çыру авторĕ. Хăйĕн ашшĕн кĕске пурнăçне çапла сăнласа парать çыракан: "Пирĕн атте _ Михаил Тимофеевич Марков _ 1906 çулта Патирек ялĕнче çуралнă. 1941 çулхи августăн 25-мĕшĕнче вăрçа ăсаннă. Канаш хулинче кавалерист пулма суйласа илнĕ аттене. Икĕ эрне хушши çар ĕçне вĕреннĕ хыççăн салтак тумне тăхăнса фронта çул тытнă.

 Чи малтанах Смоленск хулинче çапăçнă вĕсем..." Мĕн чухлĕ асап, нуша. Çак йывăрлăхсем Мускава хỹтĕленĕ чухне те сахал мар пулнă. Пурнăçне шеллемесĕр çапăçнă М.Марков хăйĕн юлташĕсемпе. Михаил Тимофеевичăн паттăрлăхĕ çинчен Хĕвеланăç фронтĕнчен Е.Садовский "Правда" хаçата янă статьяра çырса кăтартнă. "Б. (ял ятне çакăн пек çеç палăртнă) ялшăн çапăçнă чух Марков кавалерист çапăçури хастарлăхĕпе палăрчĕ. Вăл хăйĕн отделенийĕпе нимĕçсен пысăк ушкăнне çапса салатрĕ, нумайăшне хĕçпе касса вĕлерчĕ. Çак çапăçура вăл, аманнă пулсан та, госпитале кайма шутламан. Пĕр хушă Маркова эскадрон хыççăн урапа çинче выртса пыма тивнĕ, унтан каллех лаша çине утланнă. Т. ятлă ял çумĕнчи çапăçура пирĕн Марков взвода ертсе пычĕ, хăйĕн умне лартнă задачăсене ăнăçлă пурнăçлама тăрăшрĕ. Вĕсем яла пырса кĕрсен чылай фашист леш тĕнчене ăсаннă", - тесе пĕлтернĕ хаçатра Е.Садовский çар корреспонденчĕ.

Çапларах пулнă пирĕн ентешĕмĕрĕн вăрçăри паттăрла кунулĕ. Шел пулин те, вăл мĕнле пуç хуни, ăна ăçта пытарни паллă мар. Анчах та паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ. Вĕсен ячĕсене халăх асра тытать.



"Шăмăршă хыпарĕ"
04 мая 2006
00:00
Поделиться