Пĕчĕккисен творчество аталанăвĕ
"АЧАСЕН интересĕсене тата творчество пултарулăхне аталантармалли чи меллĕ тапхăр _ шкул умĕнхи ỹсĕм" _ шăпах çак тема тавра пынă та ĕнтĕ калаçу " Ача садĕнче кружок ĕçне йĕркелесси" ятпа иртнĕ воспитательсен конференцийĕнче. Кунта педагогсен хушма вĕрентỹри ĕç опычĕпе паллаштарнă.
"Аленушка" ача садĕнчи Н. Николаева ертсе пыракан театр кружокĕнче пĕчĕккисем пуканесемпе, алсишсемпе тата ытти япаласемпе усă курса юмахсем, ытти тĕрлĕ сюжетсем кăтартма пултараççĕ. "Чебурашка" ача садĕнчи театр студийĕнчи (ертỹçи Т. Захарова) ачасем творчество ĕçĕнче би-ба-бо пуканесемпе, марионеткăсен театрĕпе усă кураççĕ. "Ромашка" ача сачĕн воспитанникĕсем (О. Гаврилова) ачасесемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем валли спектакльсем кăтартаççĕ. "Петушок" ача садĕнчи "АСАМАТ" студи членĕсем кỹршĕллĕ ялти ачасем патĕнче интереслĕ концерт программипе пулнă. Вĕсем ялти клуб сцени çине те час-часах тухаççĕ.
"Ромашка" воспитателĕ А. Гаврилова конференцие пухăннисене "Тестопластика" кружокăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, ачасен ĕçĕсене кăтартрĕ. Çакнашкал кружок (Р. Каленова) "Солнышко" ача садĕнче те пур, унта ỹсен-тăранран та илемлĕ композицисем ăсталама пултараççĕ. Ỹсен-тăранран, хутран теттесем ăсталас тĕлĕшпе "Улыбка" (С. Ефимова), "Буратино" (В. Устимова), "Колосок" (А. Кудрявцева), "Василек" (Н. Солдатова) ача сачĕсенчи кружоксенче те ĕçлеççĕ. "Аленушкăра" "Асамлă улăм пĕрчи" (Г. Корнякова) кружок ырă ĕçсемпе савăнтарма пуçлани 15 çул çитет ĕнтĕ. "Дружба" ача садĕнчи ачасем "Çамрăк эколог" кружок (З. Куропаткина) тавра пĕтĕçнĕ. Районти ача сачĕсенче пурĕ 19 кружок ĕçлет, вĕсенче 233 ача хăйĕн творчество аталăнăвне туптать. Воспитательсем ачасене тĕрлĕ енлĕ аталантарма, ырă чун-чĕреллĕ пулма хăнăхтараççĕ.