Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Хĕрỹ кунсем

 

"Мир" ЗАО уй-хирĕсенче хĕрỹ ĕç вĕрет. Хуçалăхра тулă акса пĕтернĕ. КС-2,1 агрегатсем хуçалăхра иккĕ, вĕсене Г.Хафизовпа Р.Фахрутдинов механизаторсем ĕçлеттереççĕ. Р.Тизяковпа И.Фасхутдинов сеяльщиксене те ырламалла.

 А.ПАЙМИН.

 "Нива" хуçалăхра тулă тата урпа акаççĕ. Виçĕ сеялкăллă агрегатпа П.Беляков механизатор тухăçлă ĕçлет. Хуçалăхра хăмла лаптăкĕ 6 гектар йышăнать. Халĕ В.Беляков механизатор МТЗ-82 тракторпа хăмла тымарĕсене уçать.

П.КАВАЛЕРОВ.

 "Луч" ЗАОра С.Николаев механизатор 100 гектар урпа акрĕ. Халĕ вăл тулă акать. Çĕр хатĕрленĕ çĕрте А.Савельев механизатор хастар. Паян сахăр чĕкĕнтĕрĕ акма тухаççĕ. А.ПЕТРОВ.

 "Восход" СХПК 250 гектар сахăр чĕкĕнтĕрĕ акрĕ. Çак ĕçре хуçалăхри П.Воробьев тата Ульяновскри сахăр заводĕнчен килнĕ механизаторсем хастар пулчĕç.



"Шăмăршă хыпарĕ"
04 мая 2006
00:00
Поделиться