Гектар хыççăн гектар
"Алли çăмăл",-тесе, "Искра" кооперативра çур акине пуçлама кăçал та Владимир Скворцова шанчĕç. Вăл виçĕ сеялкăллă агрегатпа 90 гектар çинче сĕлĕ акса хăварчĕ. Анатолий Мурзабаев виçĕ сеялкăллă агрегатпа çурхи тулă акать. Çĕр хатĕрленĕ çĕрте Руслан Алеев, Минхарис Кафизов, Виталий Цыганов, Алексей Матвеев, Юрий Балянин механизаторсем хастарлăх кăтартаççĕ. Çур акинче ĕç пахалăхĕ çине чи пысăк тимлĕх уйăраççĕ.
"Шăмăршă хыпарĕ"