Часах ешерĕç хунавсем
ЙЫВĂÇСЕМ лартмалли кун Карапай Шăмăршă ял поселенийĕн территорийĕнче хĕрỹ ĕçре иртрĕ. Апрелĕн 27-мĕшĕнче ял поселенийĕн работникĕсем, шкул ачисемпе учительсем, ача сачĕн воспитателĕсем, культура, медицина, "Нектар" ООО ĕçченĕсем тĕрлĕ йывăç лартма тухрĕç.Шкулпа ача сачĕн, Çамрăк мăшăрсен паркĕн, стадион территорийĕсенче часах çамрăк хунавсем ешерме пуçлĕç. Çак кун ял çыннисем те хăйсен килĕсен умне йывăçсем лартса хăварчĕç. Яланхи пекех, пархатарлă ĕçре А. Столяровпа И. Поликарпов пенсионерсем ыттисене ырă тĕслĕх кăтартрĕç.
"Шăмăршă хыпарĕ"