Çырав хучĕсемпе паллашар
Патшалăх статистикин Федераллă службин Чăваш Республикинчи территори органĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, "Госзнак" пĕрлешĕвĕ çу (май) уйăхĕ тĕлне Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕн хучĕсен 280 миллион бланкне çапса ĕлкĕртме шантарать. Çырав объекчĕсен кашни категорийĕ валли 4 тĕрлĕ форма тата хушма хутсем хатĕрленĕ. Çырав хучĕсене тĕсрен те уйăрма пулĕ: ял хуçалăх организацийĕсен _ хĕрлĕрех сарă, килти хушма хуçалăхсен _ симĕс, хресчен (фермер) хуçалăхĕсен _ сарă, пахча-çимĕç ỹстерекен тата ытти суту-илỹпе çыхăнман пĕрлешỹсен _ кăвак тĕслĕ çырав хучĕсем пулĕç. Анкетăсенче палăртса çырнисем пурте вăрттăнлăхра юлаççĕ. Унта хушамата та, ята та, адрес та кăтартмаççĕ. Мĕншĕн тесен анкетăра палăртнисемпе хуçалăхсенчи пĕтĕмĕшле лару-тăрăва пĕлме анчах усă кураççĕ.
Çырав хучĕсен 1, 2, 3 формисем пĕр пек ыйтусенченех тăраççĕ, çав вăхăтрах хăш-пĕр уйрăмлăхсем те пур. 1-мĕш номерлĕ форма _ "Ял хуçалăх организацийĕсен çырав хучĕ". Ăна организаци пуçлăхĕ е унăн шанса ĕç хушнă çынни валли хатĕрленĕ, вăл 8 пайран тăрать: - пĕтĕмĕшле характеристика; - ĕç ресурсĕсемпе вĕсен демографи характеристики; - çĕр ресурсĕсем тата вĕсемпе мĕнле усă курни; - ял хуçалăх культурисене тата нумай çул ỹсекен курăксене акмалли лаптăк; - выльăх-чĕрлĕх хисепĕ; - ял хуçалăх продукцийĕсене сутни; - инфраструктура, техника хатĕрĕсемпе производство пỹлĕмĕсем; - уставлă капитала акционерсем (учредительсем) хушшинче мĕнле пайлани. 2-мĕш номерлĕ форма _ "Хресчен (фермер) хуçалăхĕсен тата уйрăм предпринимательсен çырав хучĕ", вăл 7 пайран тăрать: - хуçалăхăн пĕтĕмĕшле характеристики (хуçалăх хăçан тата мĕнле майпа пуçланса кайни, 2005 çулта мĕн ĕç туни, хуçалăх пурлăхĕ кам аллинче шутланса тăни, ăна кам ертсе пыни, хуçалăх е агропромышленность пĕрлешĕвне, ял хуçалăх е потребительсен кооперативне кĕни); - ĕç ресурсĕсемпе вĕсен демографи характеристики (фермер) хресчен) хуçалăхĕн пуçлăхĕ миçе çулта, арлăхĕ, мĕнле пĕлỹ илни, ĕç стажĕ, çавăн пекех хуçалăхри ялан тата вăхăтлăх ĕçлекенсен хисепĕ, вĕсен арлăхĕ, миçе çулта пулни, пĕлĕвĕ, кунта ĕçленисĕр пуçне урăх мĕнле тупăш илни); - çĕр ресурсĕсем тата вĕсемпе мĕнле усă курни (2006 çулта усă курнă тата хуçалăх çумне çирĕплетнĕ çĕрсен пĕтĕмĕшле характеристики); - ял хуçалăх культурисен акмалли çĕр лаптăкĕ (пĕтĕмĕшле ака тумалли тата уйрăм кашни культура тĕсĕсен лаптăкĕ: улма-çырла тата ытти нумай çул ỹсекен курăксен лаптăкĕ); - выльăхсен хисепĕ (2006 çулхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне); - ял хуçалăх продукцине вырнаçтарни (2005 çул кăтартăвĕсем тăрăх.
Вырăнта туса илнĕ продукцин хăш тĕсĕсене ытларах патшалăха, курттăм сутакан тата промышленность организацийĕсене, пасарта, биржăра, аукционта, хăйсен суту-илỹ тăвакан е халăха апатлантаракан организацисем урлă, бартерпа сутни е ĕç укçи вырăнне пани çинчен); - инфраструктура, техника хатĕрĕсемпе производство пỹлĕмĕсем (хуçалăхра мĕн чухлĕ ĕç тăвакан хатĕр тата юлашки 12 уйăхра ял хуçалăх ĕçĕсене пурнăçлама ют организацисенчен мĕнле техника илсе усă курни çинчен).
3-мĕш форма _ "Хушма хуçалăхпа пурăнакан тата халăхăн ытти уйрăм хуçалăх формисен çырав хучĕ". Кунта 2-мĕш формăри 7 пай çумне тепĕр ыйту хутшăнать: - хушма хуçалăха кам тата мĕнле пулăшусем пани. Çав вăхăтрах ку формăри пур ыйтăва та 2-мĕш формăри пек тулли хурав памалла мар. 4-мĕш форма _ "Улма-çырла, пахча-çимĕç лартса ỹстерекен, выльăх-чĕрлĕх тытакан тата ытти суту-илỹпе çыхăнман дача пĕрлешĕвĕсен çырав хучĕ"; - пĕтĕмĕшле характеристика (пĕрлешỹ специализацийĕ, юридика статусĕ, вĕсем вырăнти е район хушшинчи суту-илỹпе çыхăнман пĕрлешỹсен ассоциацине кĕни, çак пĕрлешỹ автомашина çулĕсемпе, çыхăнупа, шывпа, ăшăпа епле тивĕçтерни); - çĕр ресурсĕсем тата вĕсемпе мĕнле усă курни (пĕтĕмĕшле çĕр лаптăкĕ, çĕр çине мĕнле правасем пулни). Çак формăн хушма хучĕ пур. Вăл çак пайсенчен тăрать: - пĕтĕмĕшле характеристика (çĕр лаптăкĕ, çав шутра: а) çурт-йĕр, хуралтă, сооруженисем, çулсем йышăннă çĕр; ă) газонсемпе декоративлă ỹсен-тăрансем йышăнни; - ял хуçалăх культурисен ака тумалли çĕр лаптăкĕ тата нумай çул ỹсекен курăксен лаптăкĕ.