Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Вут-çулăмпа кĕрешекенсем

 

 ШĂМĂРШĂРИ пушар чаçĕн территорине кĕрсен, кунти тирпейлĕх кăмăла çĕклерĕ. Пушарниксен çуртĕнчи тасалăх та савăнтарчĕ. Пушар чаçĕн начальникĕ, шалти служба майорĕ А. С. СИЛЮКОВ хăйĕн кабинетĕнче мана кăмăллăн кĕтсе илчĕ. _ Чаçре, мансăр пуçне, заместитель, инженер, инструктор, караулсен 4 начальникĕ, 5 пушарник тата 10 водитель вăй хурать, - терĕ Александр Сергеевич. - Патшалăх пушар надзорĕн уйрăмĕн сотрудникĕсемпе пĕрле _ çак службăра Федор Фоминпа Андрей Бородов офицерсем тăрăшаççĕ_ профилактика ĕçне туса пырасси, инкек тухнă вырăна кĕске вăхăтрах çитсе, пушара сарăлма памасăр çийĕнчех сỹнтересси пирĕн тĕп тĕллевсем пулса тăраççĕ.

 Эпир пĕрлехи диспетчер службин ĕçне те пурнăçлатпăр. Çут çанталăк пулăмĕсем инкек-синкек кỹрсен, электричествăпа газ хуçалăхĕсенче, çул-йĕрсем çинче аварисем пулсан, çын кĕтмен çĕртен йывăр чирлесе ỹксен пиртен пулăшу ыйтма пултараççĕ. Чаçри работниксем çийĕнчех тивĕçлĕ службăсемпе çыхăнаççĕ, пулăшу панине тĕрĕслесе тăраççĕ. А. С. Силюковран кăçалхи 4 уйăхра районта пушарсем тĕлĕшĕпе мĕнлерех лару-тăру пулни пирки те каласа пама ыйтрăм. Паянхи кун тĕлне район территорийĕнче "хĕрлĕ автан" 7 хутчен алхаснă-мĕн (пĕлтĕр çак тапхăрта 9 пушара регистрациленĕ). Электрохуçалăхри йĕркесĕрлĕхпе (электропроводка кивелни, ăна тĕрĕс мар монтажлани) _ 5 пушар , вутпа асăрханусăр пулнипе 2 пушар тухнă.

 Вут пачах кĕтмен çĕртен ялкăшма пултарать. Акă, Асанкассинче кил хуçи çĕрле лупас айĕнче сигарет мăкăрлантарнă. Вут хĕлхемĕ улăм çине ỹксе юлнă май, хуралтăра пушар çĕкленнĕ. "Чăваш вăрманĕ" Наци паркĕн тата районти пушар чаçĕн машинисем кĕске вăхăтрах инкек вырăнне çитнĕ, вута пỹрт çине сиксе ỹкме паман. Çемье çакăншăн пушарниксене куççуль витĕр тав тунă. Хăйсен службине кирлĕ пек йĕркелесе пынă май, çакнашкал тав сăмахĕсене пушар чаçĕн работникĕсем кашни уйăхра тенĕ пекех илтеççĕ. _ Часах ăшă çу кунĕсем пуçланаççĕ,-калаçăва малалла тăсрĕ начальник.

 _ Асăрхануллă пулмасан, хĕвеллĕ çанталăк условийĕсем пушар тухас хăрушлăхастереççĕ. Çавна май кил-çурт таврашĕнче çỹп-çап çунтарма юрамасть. Вăрманта палăртнă вырăнсенче кăна сигарет туртмалла, унта уçă кăвайт чĕртмелле мар. Хĕрỹ çу кунĕсенче пĕчĕк ачасене килте хăйсене тĕллĕн хăварма юрамасть, шăрпăка вĕсен алли çитмелле мар вырăна хумалла.

 Пушар чаçĕ республикăра лайăххисен шутĕнче пырать. Кунта, паллах, А. Силюковăн тỹпи пысăк. Александр Сергеевич чаçăн ĕç-хĕлне, унăн моральпе психологи тĕлĕшĕнчи лару-тăрăвне кирлĕ пек йĕркелесе пыма тăрăшать. Район пушарникĕсем художество пултарулăх смотрĕнче пĕлтĕр республикăра иккĕмĕш, пушарпа прикладной спортра зона шайĕнче иккĕмĕш пулнă. Подразделенире волейболпа сĕтел çинчи теннис, шашка-шахмат вăййисем _ пысăк сумра.

 А. С. Силюковран чаçре 10 çул ытла трĕ кăмăлпа ĕçлекенсене асăнса тухма ыйтрăм. Анатолий Низамовпа Геннадий Ларионов караул начальникĕсем, Иван Старшов, Борис Японцев, Владимир Григорьев, Алексейпа Владимир Кузьминсем, Николай Федотов водительсем, Александр Васильев пушарник чылай çул хушши тăрăшса вăй хунине палăртрĕ майор. Владимир Мулендеев (вăл ЧР Президенчĕн 2004 çулхи стипендиачĕ), Александр Муляков, Сергей Ларионовпа Александр Чернов çамрăк пушарниксем те ĕçре тăрăшулăх кăтартнине асăнчĕ. Çавăн пекех Анат Чаткасри Н. Угасинпа Виçпỹрт Шăмăршăри В. Тимофеев та пушар хуралĕнче чылай çул ăнăçлă ĕçлесе пыни пирки те каласа хăварчĕ.

 _ Районти пушар хуралĕнчи мĕн пур работнике профессилле уяв ячĕпе ăшшăн саламлатăп,-терĕ А. С. Силюков.-Çирĕп сывлăхпа тулли телей, йывăр та пархатарлă ĕçре чăтăмлăхпа ăнăçу сунатăп.



"Шăмăршă хыпарĕ"
29 апреля 2006
00:00
Поделиться