Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Талантсене сỹнме парас марччĕ

 

ТАЛАНТ тени мĕн-ши вăл? Çуралсанах этеме парнеленĕ-ши ăна, е ỹссе çитсен аталанакан япала-ши? Мĕн чухлĕ ыйту сиксе тухать тепĕр чухне пирĕн ума. Анчах пĕри пуриншĕн те паллă: талант тенине аталантарсах пымалла. Çак тĕллевпе нумаях пулмасть иртрĕ те ĕнтĕ Пăчăрлă Пашьелĕнчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулта чăваш чĕлхипе литература эрни.

 Ачасем пĕр эрне хушшинче хăйсен пултарулăхне кăтартма пултарчĕç. Çакăн пек ĕçсенчен пĕри _ сăвăсен конкурсĕ пулса иртрĕ. Хăйсем çырнă сăвăсене тĕлĕнмелле илемлĕ вуласа пачĕç 5-мĕш класра вĕренекен Н. Тайруковапа О. Муздукова, 6-мĕш класри М. Улюкинапа В. Тайрукова тата И. Матвеева. Çавăн пекех К. Ермолаевпа А. Можаева та ырă енчен палăрчĕç, вĕсем 8-мĕш класран. Л. Сесюкина (10 класс) та куракансен чĕрине тыткăнларĕ. "Хыпар" хаçат 100 çул тултарнине палăртса йĕркеленĕ конкурсра "Çамрăк журналист" клуб членĕсем хăйсен пултарулăхне стена хаçатĕнче çырнă материалсемпе çирĕплетсе пачĕç. Çак ĕçре уйрăмах 6 " б" класс палăрчĕ.

 Аслă класра вĕренекенсемшĕн вара "Чăваш пики" конкурс чи пĕлтерĕшли пулчĕ темелле. Хĕрсем хăйсене тĕрлĕ енлĕн кăтартса пачĕç: кĕвентепе шыв йăтрĕç, мода кăтартрĕç, прическа турĕç... "Чăваш пики" ята И. Можаева тивĕçрĕ. Эрне тăршшĕпех пĕр-пĕринпе тупăшрĕç ачасем.Вĕсемшĕн викторина-конкурссем питĕ интереслĕ те усăллă пулчĕç.Вĕренекенсем хăйсен таланчĕсене пур енлĕн кăтартма пултарчĕç. Малашне те ачасем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарса тăрасса шанас килет.



"Шăмăршă хыпарĕ"
29 апреля 2006
00:00
Поделиться