Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Фронтра та, мирлĕ ĕçре те ВĂРÇĂ паттăрĕсем...

 

Çултан çулах вĕсен йышĕ чакса пырать, фронтри йывăр сурансене пула ĕмĕрĕсем кĕске пулчĕç. Хальхи вăхăтра пирĕн Кивĕ Чукал ялĕнче ултă фронтовик пурăнать. Вĕсем çаксем: 2 тата 3 степеньлĕ Мухтав орденĕсен, Аслă Отечественнăй вăрçă орденĕн кавалерĕ Алексей Егорович Албутов, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерĕ Николай Иванович Денисов, Хĕрлĕ Çăлтăр орден кавалерĕ Михаил Егорович Малеев, фронтри паттăрлăхшăн медальсем илме тивĕç пулнă Николай Федорович Головин, Василий Петрович Мандрюков тата Николай Ильич Чамеев.

Шамкай ялĕнче пĕр фронтовик пурăнать _ Алексей Сергеевич Яшкин. Çỹлте асăннă юлташсем пурте фронтран таврăннă хыççăн нумай арăçул хушши тăван колхозра ĕçлерĕç, ырă тĕслĕх кăтартрĕç. Кивĕ Чукалта салтак мĕсем виççĕн. Чи ватти _ 102 çулхи Ольга Андреевна Чамеева. Евдокия Ивановна Афанасьева 1910 çулта, Перасковья Николаевна Чамеева 1912 çулта çуралнă. Вĕсем те мĕн ватăличченех колхозра ĕçлерĕç. Вăрçăпа ĕç ветеранĕсене чыс-хисеп туса пурăнасчĕ, вĕсен ĕмĕрĕсем вăрăм пулччĕрччĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
29 апреля 2006
00:00
Поделиться