Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ермолаевсем _ вăрман çыннисем

 

ВĂРМАН... Тăван çут çанталăк... Кам юратмасть-ши ытарайми илеме, çурта пек яштака хырсемпе лаштра юмансене, вăрман уçланкинче ỹсекен хитре чечексемпе кăмпа-çырлана... Çĕр çинче тем тĕрлĕ професси те пур, вăрманçăсен профессийĕ _ чи хисеплисенчен пĕри. Районта хăйсен пурнăçне вăрман ĕçĕпе çыхăнтарнă çынсем сахал мар, çемье династийĕсем те пур. Вĕсенчен пĕри _ Пăчăрлă Пашьелĕнчи Ермолаевсен çемье династийĕ. Династие пуçарса яраканĕ _ Валентин Николаевич Ермолаев.

Вăл 1928 çулхи мартăн 17-мĕшĕнче çуралнă. Тăхăр çул хушши Шăмăршă вăрман хуçалăхĕнче лесникра ĕçленĕ. Тỹрĕ кăмăлтан ĕçленĕшĕн Хисеп грамотисем илме тивĕçнĕ. Унăн мăшăрĕ _ Вера Семеновна та хăйĕн пурнăçне вăрманпа çыхăнтарнă. Вăрман культурисем лартса çитĕнтерекен звенора тỹрĕ кăмăлтан вăй хунă. Ермолаевсем виçĕ ывăлпа пĕр хĕр çуратса ỹстернĕ, ачисене те мĕн пĕчĕкрен тăван çут çанталăка юратма вĕрентнĕ. 1957 çулта çуралнă Геннадий Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумĕнчен вĕренсе тухнă. Ĕç биографине Пăчăрлă Пашьел лесничествинче лесникра ĕçленинчен пуçланă. 1980-1983 çулсенче мастерта ĕçленĕ.

 1996 çулта производствăран уйрăлмасăрах Йошкар-Олари техника университетне пĕтернĕ. 1983 çулта ăна Чукал лесничествин лесничийĕ пулма çирĕплетнĕ, паян кун та çак пысăк ответлă ĕçре тăрăшать. Геннадий Валентиновичăн ывăлĕ _ Сергей _ ашшĕ пекех Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумĕнчен вĕренсе тухнă, унтан Йошкар-Олари техника университетне пĕтернĕ. "Вăрман хуçалăхĕн инженерĕ" специальноç илнĕ. Хальхи вăхăтра "Чăваш вăрманĕ" Наци паркĕнче лесникра ĕçлет. Геннадий Валентиновичăн шăллĕ _ Анатолий Валентинович _ Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумне пĕтернĕ хыççăн Шупашкар лесничествинче техник-лесовод, лесничие пулăшаканĕ пулса ĕçленĕ. Унтан Сосновкăри лесничество лесничийĕнче, Шупашкар вăрман хуçалăхĕн тĕп лесничийĕнче вăй хунă. Паян вăл пысăк ĕçре _ Чăваш Республикин Вăрман хуçалăх агенствинче тăрăшать. Анатолий Валентиновича темиçе хутчен те Хисеп грамотисемпе хавхалантарнă. Ĕç династийĕ малалла тăсăлать. Çывăх тăванĕ _ Сергей _ хальхи вăхăтра Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумĕн 4-мĕш курсĕнче пĕлỹ илет. Ермолаевсен вăрман ĕçĕнчи династийĕ 89 çула тăсăлать.

_ Пенсие тухиччен инçе-ха, - терĕ йăл! кулса Чукал лесничествин лесничийĕ Г.В. Ермолаев.

 _ Династи 100 çул тултарнине те паллă тăвăпăр, çак цифрăран иртсе те кайăпăр. Вăрмана чĕререн юратасси ăруран ăрăва куçса пыни чунтан савăнтарать. Геннадий Валентиновичран Ермолаевсем миçе гектар вăрман лартса çитĕнтерни пирки ыйтсан, çемье династийĕн пуçĕ тарăн шухăша путрĕ.

 Чăнах та, шутласа кăларма питĕ йывăр, Геннадий Валентинович хăй кăна 100 гектар ытла вăрман ларттарнă. Ашшĕ _ Валентин Николаевич лартнă йывăçсем халĕ тем çỹллĕш çитĕннĕ. Геннадий Валентиновичăн ывăлĕ _ Сергей лартнă йывăçсем те парка ỹсеççĕ. Эппин, Ермолаевсен ĕçĕ харама кайман, вĕсем тăван çут çанталăк валли ешĕл палăк лартнă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
29 апреля 2006
00:00
Поделиться