Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Чернобыльти атом аварине сиенсĕрлетме хутшăннă хыççăн вилнисене асăнчĕç

 

 Апрелĕн 26-мĕшĕнче, Чернобыльте атом катастрофи пулнăранпа 20 çул çитнĕ май, Шăмăршăра та радиаци синкерлĕхĕнче вилнисене асăнчĕç. Шăмăршăри масар çине районта пурăнакан чернобылецсем пуçтарăнчĕç. Митингра Шăмăршă ял поселенийĕн специалисчĕ А.Н.Кондрашкин, район администрацийĕн социаллă хỹтлĕх пайĕн аслă специалисчĕ А.Г.Сабанов, Чернобыльти атом катастрофине сиенсĕрлетме хутшăннă В.М.Чернов, атом аварине сиенсĕрлетме хутшăннă, йывăр чире пула вăхăтсăр çĕре кĕнĕ В.П.Старшовăн мăшăрĕ З.Л.Старшова сăмах каларĕç. Вĕсем ĕмĕрлĕхех пиртен уйрăлнă ентешĕмĕрсене чи ырă сăмахсемпе аса илчĕç.

Митинга пуçтарăннисем Чернобыльти аварие пĕтерме хутшăннă, вăхăтсăр çĕре кĕнĕ В.Старшовпа В.Никитинăн вил тăприсем çине чечек кăшăлĕсем хучĕç.



"Шăмăршă хыпарĕ"
29 апреля 2006
00:00
Поделиться