Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ĕçпе хисепе тивĕçнĕ

 

АНАТ ЧАТКАСРИ Çĕнĕ касра шурă кирпĕч çурт ларать. Çакă çутă та тирпейлĕ пỹртре пурăнать те ĕнтĕ Н. И. Кузьмина. Нина Изосимовна ялти сумлă çынсенчен пĕри. Ялта фельдшер пулса пурĕ 37 çул ĕçленĕ вăл. Хăйĕн ырă кăмăлĕпе, ĕçри тăрăшулăхĕпе ял-йыш хисепне тивĕçнĕ. 1968 çулта Шупашкарти медучилище пĕтерсен Патирек хĕрне Анат Чаткасри фельдшер пунктне ĕçлеме янă. Нина Изосимовна ĕçре канăçа пĕлмесĕр çаврăннă, пысăк хастарлăхпа тăрăшнă. Çын чирлесе ỹксен, çĕрне-кунне пăхмасăр чĕннĕ çĕре тухса чупнă вăл, чирлисене эмелпе те, ăшă чун-чĕрипе те сыватнă. Хăйĕн ĕçне çулран-çул чунтан юратса туса пынă.

 Н. И. Кузьминана ял-йыш та, район больницин руководителĕсем те питĕ хисепленĕ. Сумлă ĕçшĕн больница администрацийĕн Хисеп грамотисене нумай хутчен тивĕçнĕ фельдшерица. Нина Изосимовна ывăл çуратса ỹстернĕ, тивĕçлĕ воспитани панă. Саша Шупашкарта ĕçлесе пурăнать. Кăçал февральте 57 çул тултарсан, Нина Изосимовна тивĕçлĕ канăва кайрĕ. Апла пулсан та вăл çемье врачĕн офисне час-часах пырса çỹрет, çамрăк специалистсене ырă канашсемпе, паха сĕнỹсемпе пулăшать.



"Шăмăршă хыпарĕ"
29 апреля 2006
00:00
Поделиться