Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ветеринари ĕçĕнче _ 35 çул

                                                                                                                            Пăчăрлă-Пашьел - Чукал.

 1970 ÇУЛТА Вăрнарти совхоз-техникумра ветеринари фельдшерĕн дипломне илсен Пуянкасси хĕрне Галина Платонована Карапай Шăмăршăна ĕçлеме янă. Кунта вăл тĕрлĕ çулсенче Киров ячĕллĕ хуçалăхра ветеринари фельдшерĕ, тĕп ветеринари врачĕ пулса ĕçленĕ, халĕ ялти ветеринари пункчĕн заведующийĕнче вăй хурать. Производствăран уйрăлмасăр, 1981 çулта заочнăй майпа Хусанти ветеринари институтĕнчен вĕренсе тухнă. Карапай Шăмăршăрах вăл хăйĕн пурнăçри телейне тупнă _ Г.П.Карповпа пĕр çемьене пĕрлешнĕ.

 Галина Александровна хăйĕн ĕçне яланах трĕ кăмăлпа туса пыма, выльăх ан чирлетĕр, ан вилтĕр тесе, профилактикăлла ветеринарипе санитари мероприятийĕсене вăхăтра пурнăçлама тăрăшать. Граждансен килĕсенчи тата Киров ячĕллĕ хуçалăхри выльăх-чĕрлĕх чирлесе ỹксен, вĕсене яланах ăнăçлă сиплет. Вилнĕ выльăха пытаракан вырăнсен, выльăх çимин, витесен, выльăх шыв ĕçекен çырмасен санитари тĕлĕшĕнчи лару-тăрăва контрольте тытать. Хăйĕн ĕçне яланах профессилле ăсталăхпа туса пыракан сăпайлă та ырă кăмăллă хĕрарăма _ Г.А.Карпована ял-йыш та, районти ветеринари специалисчĕсем те хисеплеççĕ. Пархатралă ĕçшĕн ăна нумай хутчен Хисеп грамотисем тата парнесем парса чысланă. Мăшăрĕпе, Герольд Петровичпа, салтака юрăхлă виçĕ ывăл çуратса ỹстернĕ, вĕсене тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Галина Александровна çуралнăранпа 55 çул çитрĕ. Чаплă юбилей ячĕпе ăна ăшшăн саламлатпăр, çирĕп сывлăхпа тулли телей тата вăрăм ĕмĕр сунатпăр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
26 апреля 2006
00:00
Поделиться