Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ветерансене _ кулленхи тимлĕх

 

ĔМĔР сакки сарлака. Вăхăта тытса чарма май çук, çулсем пĕрин хыççăн тепри ылмашăнса хыçала тăрса юлаççĕ. Сиссе те юлаймастпăр, ватлăх кунĕсем те çитсе тăраççĕ. Хăш-пĕр чухне ĕçлекен вăтам çулсенчи çынсенчен çапла каланине те илтме пулать: "Хăçан кăна пенсие тухăп-ши, ун чух канлĕ пурнăçпа пурăнăттăм". Чăнах та, пĕр енчен илсен çапла та пек, сехете пăхса ĕçе кайма васкамалла мар. Анчах та ватлăх, илемлĕ çамрăклăхпа, вăй парса ĕçленĕ тапхăрпа танлаштарсан, çав тери хурлăхлă иккен. Ватлăх вăл _ малашнехи пурнăç пирки шутламасăр, иртнине аса илсе, вăй-халпа ĕçленĕ вăхăтсене аса илсе йăпанса пурăнмалли тапхăр кăна. Ватлăх сывлăх хавшанипе, вăй-хал чакнипе тата чунра канлĕх çуккипе те çыхăннă. Чăнах та, патшалăх ватăсен пурнăçне çăмăллатассишĕн сахал мар тăрăшать, пенси укçине вăхăтра тỹлесе тăрать.

 Шăмăршă район администрацине те ватă çынсемшĕн тăрăшнăшăн тав сăмахĕ çеç каламалла. Районти ветерансен организацийĕн ĕç планĕпе килĕшỹллĕн, мана сывлăха сыхлакан учрежденисенче ватă çынсен ыйтăвĕсене мĕнле тивĕçтернине тĕрĕслеме сĕнчĕç. Çак кунсенче эпĕ Шăмăршăри тĕп больницăра ку ĕç мĕнле пулса пынипе интереслентĕм. Паллах, пĕрре-иккĕ кĕрсе тухнипе учреждени ĕçне тĕплĕн пĕлейместĕн. Эпĕ вара çак больницăра темиçе те пулнă. Тĕрлĕ палатăсенче пулса вуншар ватăпа, пенсионерсемпе тата инвалидсемпе курнăçса калаçрăм.

 Камсем-ха вĕсем, шурă çỹçлĕ ветерансем? Вăрçă паттăрĕсемпе вăрçă çулĕсенче тылра ырми-канми ĕçленĕ çынсене тав тума сăмах та çитес çук. Ача чухнех нуша тỹснĕ вĕсем, выçăллă-тутăллă çитĕннĕ, çемьеллĕ пулса ачисене пăхса çитĕнтернĕ. Чирлеме çамрăксем те чирлеççĕ-ха, анчах ватă çын çумне чир-чĕр ытларах çыпăçать. Нумайăшĕ юн пусăмĕ ỹснипе, чĕре, нерв чирĕсемпе аптăраççĕ. Ал-ура хуçăлнипе те, сурансем ыратнипе те нушаланаççĕ. Пĕтĕмĕшле практика офисĕн тухтăрĕпе О.В.Полковниковапа калаçатăп.

 _ Хам юлашки вăхăтра Шупашкарта вĕреннине пула, тен, ветерансене тивĕçлĕ пулăшу параймарăмăр та пулĕ, - терĕ О.В.Полковникова.

_ Вăрçа хутшăннисем пурте инвалидсем, тухса çрейменнисем те пур. Çавăнпа та вĕсем патне килĕсене çитме тăрăшатпăр. Кашни уйăхрах пĕрер çынна Шупашкарти госпитале сипленме ăсататпăр. Акă, вăрçă ветеранне Елизавета Лапинана унта питĕ килĕшнĕ. Çак кунсенче врачсен бригадипе кашни ялах çитсе ветерансен сывлăхне тĕрĕслесе тухатпăр. Йывăр чирленĕ ветерансене сипленме больницăна вырттараççĕ, чи йывăррисене реанимаци уйрăмне вырнаçтараççĕ. Акă, утмăл ултă çулхи Трофимована, пăрлă çул çинче шуса ỹксе тăнне çухатнăскере, больницăра вилĕмрен çăлса хăварнă. Н.И.Сергеев, С.А.Кириллов, А.П.Анчунова, М.Ш.Халитов, И.П.Поляков тата ытти врачсемпе медицина сестрисем, санитаркăсем сывлăх хуралĕнче шанчăклă тăраççĕ. Тĕрлĕ палатăсенче сипленекен ветерансем _ Н.Николаева (Ирçе Тĕкки), Н.Пименов (Максим Горький паççулкки), Л.Анисимова (Пăчăрлă Пашьел), К.Афанасьева (Ярăслав) тата ытти ватăсем хăйсене кунта тараватлă пăхнине, лайăх сипленине палăртаççĕ.

 Врачсемпе сестрасем эмелпе кăна мар, ăшă сăмахпа та сиплеççĕ çынна. М.Ш.Халитов хирург темиçе чĕлхепе те _ вырăсла, тутарла, чăвашла тап-таса калаçать, чирлисен кăмăлĕсене çĕклет. Больницăна темиçе килсен те шурă халатлă ĕçченсем пирки япăх калаçнине илтмерĕм. Сестрасем вăхăтра процедурăсем туни, санитаркăсем тутлă апат çитерни, тасалăхшăн тăрăшни чирлисене чăннипех савăнтарать. Больница ăш-чикки те çĕнелсе улшăннă, палатăсемпе коридорсене юсаса çĕнетнĕ. Юлашкинчен çакна калас килет. Ватлăх вăл никамран та пăрăнса иртмест, чирĕ те тупăнсах тăрать. Ун чух пире шурă халатлă ĕçченсем пулăшма васкаççĕ. Районти тĕп больницăра вăй хуракансем ветерансене хисеплеме пĕлни кăмăла çĕклет.



"Шăмăршă хыпарĕ"
26 апреля 2006
00:00
Поделиться