Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Тăрăшсассăн, ĕç пулать

 

Михаил Викторович Столярова _ Карапай Шăмăршăри "Захар и З" фермер хуçалăхĕн ертỹçине _ вăтăр çула яхăн пĕлетĕп. Ĕçчен те тирпейлĕ çын, укçа мĕнле пулнине лайăх ăнланать. Ялта чăн малтисен шутĕнче фермер хуçалăхĕ йĕркелерĕ. Чăнах та, хальлĕхе çĕр лаптăкĕ пысăк мар _ 9 гектар çеç. Çак çĕр çинче Михаил Викторович чăн-чăн хресчен пек тар тăкса ĕçлет, кашни метр тупăш кỹтĕр тесе тăрăшать. Кăçалхи ĕмĕтсем пирки ыйтсан, М. Столяров çапла каларĕ:

 _ Эпĕ пахчаимĕç туса илес тĕлĕшпе ĕçлетĕп. Кăçал 2 гектар çĕр улми, 2 гектар çинче купăста, кишĕр, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, севок сухан çитĕнтересшĕн. Сахăр чĕкĕнтĕрĕ валли 2 гектар уйăртăм. Ытти çĕр çинче нумай çул ỹсекен курăксем çитĕнтерĕп. Михаил Викторовичăн МТЗ-82 трактор пур. Ытти техника туянма ĕмĕтленет.

Столяровсен килти хушма хуçалăхĕ тирпейлĕ кăна пĕчĕк фермăна аса илтерет. Вунă пуç вăкăр, сакăр сысна самăртаççĕ. Икĕ ăратлă сысна амине çăвăрлаттарса çурисене сутаççĕ. Укçипе тырă е комбикорм туянаççĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
26 апреля 2006
00:00
Поделиться