Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Пуçне усмасть-ха ветеран

 

ВĂРÇĂ çулĕсем никама та пуçран шăлман: ватти те, вĕтти те Çĕнтерĕве çывхартассишĕн мĕнпур вăйран тăрăшнă. Никам та ĕçсĕр сулланса çỹремен. Йывăр пулсан та хуçăлман, чăтнă. Салтак ретне тăма çул çитнĕ яшсене, арçынсене вара вăрçă хирне ăсатнă. Хаяр вăрçă çулĕсенче вун сакăр çул тултарманнисем те алла пăшал тытса çĕршыва сыхлама васканă.Çавăн пек шăпа вун çиччĕри Кахăрлă Шăхаль ялĕн каччине Иван Егорович Семенова та пырса тивнĕ. Тăван кĕтеспе сыв пуллашса тухса кайсан, ăна шăпа 3-мĕш Белорусси фронтне илсе çитернĕ. Çапăçусене хутшăнман вăл, тыткăна лекнĕ тăшман салтакĕсене сыхланă, конвоир пулнă.

 Куç хупмасăр тенĕ пек пурнăçланă Иван Егорович çĕршыв умĕнчи тивĕçне. Вăрçă тăршшĕпех эшелонпа тыткăнрисене лагерьсене ăсатнă вĕсем. Çĕнтерỹ хыççăн та тỹрех çуралнă кĕтесе çитеймен-ха вăл, тыткăнри тăшмана килĕсене ăсатнă. Вăрçă чарăнсан, пилĕк çултан çеç килне таврăннă И. Семенов. Каламасăрах паллă ĕнтĕ, выçăллă-тутăллă пурăннă халăха, уйрăмах хĕрарăмсене, яла вăйпитти арсем таврăнни савăнтарнă. Хуллен-ерипен хуçалăхсене ура çине тăратма пуçланă, Иван Егорович та ялтах вăй хунă, тĕрлĕ ĕçе хутшăннă. Пенсие тухсан та хăнăхнă сукмакпах халăхпа пĕрле ĕçе васканă. Йывăрлăхсене парăнмасăр малаллах пурăнма тăрăшать И. Семенов. Мăшăрĕпе, ачисемпе картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ, пахча-çимĕç туса илеççĕ. Çынна тарават пулнишĕн, ăшă кăмăлпа кĕтсе илсе ăсатса янишĕн хисеплеççĕ ялта Иван Егоровича.



"Шăмăршă хыпарĕ"
26 апреля 2006
00:00
Поделиться