Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Хĕрỹ кунсем

 

ИР тытăнса тĕттĕмчченех хĕрỹ ĕç шавĕ тăрать "Шанс" ООО хирĕсенче. Евгений Кисамеев, Михаил Еремеев, Петр Кузьмин механизаторсем çĕртме сухине, кĕр тыррисемпе нумай çул ỹсекен курăксен уйĕсене сỹрелеççĕ. Руслан Кудряшов механизатор сеялкăпа кĕр тыррисемпе нумай çул ỹсекен курăксене минераллă удобренипе апатлантарать. Михаил Еремеев виçĕ сеялкăллă агрегатпа урпа акма пуçăнчĕ. Паян-ыран сахăр чĕкĕнтĕрĕ акма тухаççĕ. Çĕре лайăх кăпкалатса хатĕрленĕ, минераллă удобренипе апатлантарнă. Çавăн пекех çак эрнере кишĕрпе чернушка сухан та акса хăварĕç.



"Шăмăршă хыпарĕ"
26 апреля 2006
00:00
Поделиться