Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Яковлев халалĕсене асра тытар

 

ÇИТЕС ытлари кун, апрелĕн 25-мĕшĕнче, эпир Чăваш чĕлхин кунне паллă тăватпăр. Çак уява Аслă Вĕрентекенĕмĕр, чăваш халăхне çырулăх парнелесе çутта кăларнă И.Я.Яковлев çуралнă куна халалласа ирттеретпĕр. И.Я.Яковлев ятне Чăвашра çеç мар, тĕнчипех пĕлеççĕ тесен те йăнăш пулмĕ. 1848 çулхи апрелĕн 25-мĕшĕнче Тутарстан тăрăхĕнчи Теччĕ районĕн Кăнна Кушки ялĕнче çуралнăскер, хăйĕн çивĕч ăсĕпе çав тери çỹллĕ шая çĕкленме пултарнă. И.Я.Яковлев хăйĕн вăйĕпе тата уйрăм çынсем пулăшнипе Чĕмпĕрти чăваш шкулне уçнă. Çав шкул чăваш культурин центрĕ пулса тăнă.

Иван Яковлевич Атăл тăрăхĕнче чăваш тата ытти халăхсен шкулĕсене уçма пулăшнă. Вăл чăваш шкулĕсем валли вĕрентметодикине çырса хатĕрленĕ, унта К.Д.Ушинскипе ун ĕçне тăсаканĕсен педагогика еткерĕпе пуçаруллăн усă курнă. XIX ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче вырăс графикине тĕпе хурса çĕнĕ чăваш алфавичĕ йĕркеленĕ, букварьсемпе вĕренỹ кĕнекисем çырнă. И.Я.Яковлев ертсе пынипе, Библин иккĕмĕш пайне _ Çĕнĕ Сăмаха чăвашла кăларнă. Вăл 1912 çулта Псалтырь тата пророксен хăш-пĕр кĕнекисене, 1918 çулта Моисей кĕнекисенчен тăваттăшне чăвашла пичетленĕ. Иван Яковлевич Яковлев чăваш халăхне Чун халалĕ пеххиллесе хăварнă. Унти кашни сăмахра Вĕрентекенĕмĕр тăван халăхшăн хыпса çуннине, унăн малашлăхĕ мĕнле пуласси пирки тарăннăн шухăшланине туятăн.

 "Вырăс халăхĕ пит пысăк халăх, - çырать И.Я.Яковлев. _ Вăл ырă кăмăллă, ăслă: эсир ăна итлĕр, юратса пурăнăр". Иван Яковлевич çемье пурнăç тĕрекĕ пулмаллине те аса илтерет.

 емйĕре лайăх пăхса усрăр: çемье вăл халăх чаракĕ, патшалăх чаракĕ, - тет вăл. _ Килĕштерсе тĕреклĕ тăракан çемьешĕн катаран килекен пурнăç синкерĕсем хăрушă мар. Ỹтĕре ясарпа ан варлăр, ỹсĕртекен, астаракан япаларан шикленĕр".

Аслă Вĕрентекенĕмĕр халăхăмăрăн çитменлĕхĕсене те витĕр курса тăнă, çак çитменлĕхсем пирки чĕререн пăшăрханнă: "Чăваш хушшинче пĕр-пĕр килĕшсĕр ĕç час-часах пулкалать. Эпĕ çавна пĕрре анчах курман. Çапла акă чăвашран хăшĕ те пулин мала туха пуçласан ыттисем ăна такăнтарма пăхаççĕ, çулне пỹлеççĕ. Вара унăн та ырă ĕмĕчĕ татăлать, çине пыракансем хăйсем те тип-типĕ тăрса юлаççĕ. Эсир апла ан пулăр. Çỹле çĕкленекене мĕн хал çитнĕ таран çĕкленме пулăшăр. Хăпарса çитсе тĕрек илсен, вăл вара хăй сире аялтан çỹле турта-турта кăларĕ. Малти урапа куссан, хыçалти унтан юлмасть. Пĕр-пĕрин сăмахне ăнланса пурăнни, пĕрне пĕри ырăлăх туса тăни пурнăçа хăват парать. Çакна хытă шанса тăрăр".

 Шухăшлар-ха, унчченхи чăвашсен çак çитменлĕхĕсем паянхи пурнăçра та курăнмаççĕ-и? И.Я.Яковлев асăрхаттарса каланине шута илсен, тăван халăхăмăрăн ячĕ-сумĕ чылай çĕкленĕччĕ. Иван Яковлевич чăваш халăхне панă Халала эпĕ Пурнăç Кĕнеки тенĕ пулăттăм. Халалти кашни йĕрке пире тĕрĕс пурăнма, тăван халăхшăн тăрăшма, Турă саккунĕсене пурнăçласа пыма вĕрентет. Вуншар çулсем иртĕç, анчах Ăсчахăмăрăн Чун халалĕ нихăçан та кивелмĕ. Халăха çутта кăларассишĕн пĕтĕм пурнăçне халалланă И.Я.Яковлевăн сăнарĕ ĕмĕрех пирĕн чĕресенче упранĕ. Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе чунтан саламлатăп сире, ентешĕмсем!



"Шăмăршă хыпарĕ"
22 апреля 2006
00:00
Поделиться